Азербайджанпа Турци чикки


Азербайджанпа Турци чикки, вăл Аракс шывĕн юхлăхĕ тăрăх 9 — 11 километр чухлĕ[1] е ытларах та тăсăлать. Çак вăрăмăша, вăл фракталла объект пулнине кура, юхлăх йĕрĕ те улшăнсах тăнăран, татах та пысăкрах тĕллĕхпе палăртма çук.
Ку чикĕ урлă Турцирен Азербайджанăн Нахичевань регионне çеç çитме пулать, тĕп пая çитме çук, мĕншĕн тесен Арменин Зангезур (Сюник облаçĕ) текен регионĕ урлă чăрмав пулса тăрать.
Çакнашкал лару-тăру 1930-мĕш çулсенчен пуçласа тытăнса тăрать темелле. Çак тĕлтен Аракс урлă Турцие каçас пулсан, юханшыв хыççăн тата тепĕр 35 километр чухлĕ никам та пурăнман ансăр хушăкпа иртмелле. Çав хушăка Садарак коридорĕ теççĕ. Вăл тенчери чи паллă геполитикăлла коридорсен шутне кĕрет.
Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]
- Нахичевань на стыке трех цивилизаций Архивленĕ 15 Раштав уйӑхӗн 2019 çулта.
- https://www.cia.gov/library/publications/the-world-factbook/fields/2096.html Архивленĕ 1 Юпа уйӑхӗн 2018 çулта.
Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]
- ^ Халатов В. | Геополитический узел Южного Кавказа | Журнал «География» № 2/2006