Контент патне куҫ

Александров Алексей Николаевич

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Алексей Николаевич Александров
Çуралнă вăхăт: 1939, юпа, 25
Çуралнă вырăн: Ураскасси ялĕ, Тăвай районĕ, Чăваш Ен
Вилнĕ вăхăт: 2021, утă, 27
Вилнĕ вырăн: Мускав, РФ
Патшалăх:

ССРП РФ

Чыславсемпе парнесем


РСФСР тава тивĕçлĕ юрисчĕ — 1987

Алексей Николаевич Александров (25.10.1939, Ураскасси ялĕ, Тăвай районĕ, Чăваш АССР — 27.7.2021, Мускав, РФ) — юстици полковникĕ, РСФСР тава тивĕçлĕ юрисчĕ. Мувкаври чăваш ентешлĕхĕн ертӳçисенчен пĕри[1].

1939 çулхи юпан 25-мĕшĕнче Чăваш Енри Тăвай районĕн Ураскасси ялĕнче çуралнă.

1965 çулта Сарăтури юридици институтĕнче вĕренсе тухнă. Калининград облаçĕн прокуратуринче ĕçе пикеннĕ. Кайран Балти флочĕн прокуратурине куçнă.

ССРП тата РФ Тĕп вăрçă прокуратуринче вăй хунă; прокурор, организаци-методика уйрăмĕн пуçлăхĕ вырăнĕнче тăрăшнă.

1991–92 çулсенче – ССРП Тĕп вăрçă прокуратурин пулăшаканĕ вырăнĕнче ĕçленĕ.

2021 çулхи утă уйăхĕн 27-мĕшĕнче Мускавра çут тĕнчерен уйрăлса кайнă.

Криминалистикăпа 20 ытла ăслăх ĕçне çырса кăларнă. «Расследование цареубийства. Секретные документы» (М., 1993) истори докуменчĕсен кĕнекине çыракансен пĕр авторĕ.

  • РСФСР тава тивĕçлĕ юрисчĕ (1987)

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ Чувашская энциклопедия 2021 ҫулхи Утӑ уйӑхӗн 29-мӗшӗнче архивланӑ.