Контент патне куҫ

Алексеев Михаил Алексеевич (актёр)

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Михаил Алексеевич Алексеев
Ӳкерчĕк:М. А. Алексеев (актёр).jpg
Çуралнă вăхăт 1917, авăн, 24
Çуралнă вырăн Çĕнĕ Тинкеш ялĕ, Етĕрне уесĕ, Хусан кĕперни, Раççей республики
Вилнĕ вăхăт 1995, утă, 13
Вилнĕ вырăн Шупашкар Чăваш Республики
Гражданлăх СССР РФ
Хастар çулсем 1944-1987
Амплуа пукане актёрĕ
Театр Чăваш патшалăх пукане театрĕ
Чыславсемпе парнесем
орден Отечественной войны I степени орден Славы III степени Тăван Çĕршывăн 1941-1945 çç. Аслă вăрçинче Германие çĕнтернĕшĕн медаль
РСФСР тава тивĕçлĕ артисчĕ

Михаил Алексеевич Алексеев (авăн, 24, 1917, Çĕнĕ Тинкеш, Етĕрне уесĕ, Хусан кĕперни, Раççей республикиутă, 13, 1995, Шупашкар, Чăваш Республики, РФ) — совет театр актёрĕ, режиссёр, тăлмач. РСФСР тава тивĕçлĕ артисчĕ.

Чăваш патшалăх пукане театрне никĕс хураканĕсенчен пĕри[1][2].

1917 çулта авăнăн 24-мĕшĕнче Хусан кĕпернине кĕнĕ Етĕрне уесĕнчи Çĕнĕ Тинкеш ялĕнче çуралнă. Шкулта пĕлӳ илсен почтальон пулса ĕçленĕ. 1939 çулта Чăваш педагогика институтчĕн рабфакĕнче вĕренсе тухнă.

1940 çулта вăл кĕçĕн командирсен шкулĕнче вĕренсе тухнă, отделени командирĕ, взвод командирĕ вырăнне йышăннă. Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă.

Сцена çине 1944 çулта Чăваш патшалăх филармонийĕ çумĕнчи пуканеçĕсен бригадин актёрĕ пулса тухнă. Ăна вĕрентекенĕ — С. М. Мерзляков театр ĕçченĕ. Чăваш пукане театрĕнче 1945 çулта ĕçлеме тытăннă та 1987 çулчен тăрăшнă. С. М. Мерзляков пьесипе лартнă «Виçĕ тус-тантăш» спектаклĕнче (премьера 1945 çулта акан 15-мĕшĕнче иртнĕ) Жучка тата Кашкăр, кайранрах Хĕл Мучи ролĕсене вылянă.

30 çул ытла театрта ертӳçĕ тата режиссёр-педагог пулса ĕçленĕ. Спектакльсенче 150 ытла роле сăнарланă. 1950-60-мĕш çулсенче С. М. Мерзляков малтан лартнисене çĕнетсе кăларнă.

Чылай хушă чирленĕ хыççăн 1995 çулта утăн 13-мĕшĕнче вилнĕ.

Чысланисем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]