Чăваш патшалăх пукане театрĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Чăваш патшалăх пукане театрĕ
Йĕркеленĕ 1945 çулхи акан 15-мĕшĕ
Ертӳлĕх
Директорĕ Е. А. Абрамова
Пултарулăх ертӳçи Ю. М. Филиппов
Каçăсем
Официаллă сайчĕ

Патшалăхăн пĕрлĕхлĕ йĕркелĕвĕ «Чăваш патшалăхĕн пукане театрĕ» — Чăваш Республикин культура центрĕсенчен пĕри. Театр Шупашкар хулин Президент бульварĕнче вырнаçнă. Театăрăн пултарулăх ĕçĕнче европа халăхĕсен тата чăваш халăхĕн кун-çул йĕрĕсене ӳнерлеççĕ.

1996- мĕш çулта театр ĕçтешĕсем Çеçпĕл парнине тивĕç пулаççĕ. Театр УНИМАТĕнчери пукане театăрĕсен ĕçтешĕсен ассоциацийĕн пайташĕ, Пĕтĕм Раççейри «Пуканесен театрĕ – 21 ĕмĕр» ассоциацийĕн пайташĕ.

Театр ертӳçи — Е. А. Абрамова

Кун-çулĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1945- мĕш çулта ака уйăхĕн 15-мĕшĕнче театăра пуçараканĕ, унăн директорĕ, режиссерĕ С. М. Мерзляков хайланă «Виçĕ хĕр-тус» пьесипе спектакль премьерине ирттернĕ. Çак кун театр çуралнă кунĕ шутланать.

1951- мĕш çулта республикăра пукане театрне хупнă. Çапах та Чăваш патшалăх филармонийĕнче унăн организацийĕ уçăлать. 1958 çулта çĕнĕрен çуралнă театра С.В.Образцовăн вĕренекенĕ М.К.Антонов пуçарса ярать.

60-мĕш çулсен пуçламăшĕнчи чи паллă спектакльсем:

  • Е.Сперанский «Пăхайми илем»
  • Е.Никитин «Сарпике юрри»

Театр телекурав ĕçлĕхне те хутшăнса тăрать. 2000 çулхи раштав уйăхĕн 31-мĕшĕнче чăваш телекуравĕнче çитĕннисем валли кашни эрнере «Вот это да!» ятлă театрăн кăларăмĕ тухма пуçлать. Унăн авторĕ тата ертӳçи - Юмахçă - театрăн режиссерĕ Ю.М.Филиппов.

2002 çулта Чăваш патшалăх этеплĕхпе ӳнерлĕх институтĕнче пукане театрĕн артисчĕсем валли курс уçма шутлаççĕ. Театр пукане спектаклĕсем тăрăх çĕнĕрен ĕçлеме шут тытать: 2002 çулта М.Левтинан «Бабушка с приветом» пьесине, Н. Гоголĕн «Вечера на хуторе близ Диканьки» калавĕсене лартма шутлаççĕ.

Гастрольсем, фестивальсем, конкурссем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

XXI ĕмĕрĕн пуçламăшĕнче Чăваш патшалăх пукане театрĕн пĕрлĕ ушкăнĕ тĕрлĕрен фестивальсенче хутшăнать, вĕсенче нумай диплом илет,сахал мар номинацисенче çĕнтерет.

2001 çулта Иваново хулинче «Муравейник» ятлă Раççей IV фестивалĕ иртет. В. Бусаренко «Сыграем в Красную Шапочку» спектаклĕ номинацире çĕнтерет.

2002 çулта театр Литвари Паневижис хулинче «Дни российских кукольников» фестивальне хутшăнать. Паллă чăваш сăвăçин Р. Сарпин "Пуканен качча каяс килнĕ" пьесипе спектакль кăтартаççĕ.

2003 çулта Хакасире Абакан хулинче фестиваль «Чир-Чайаан» иртет, Р. Сарби«Уйăх çинчи хĕвеле» лартаççĕ, Халăхсен «Лагаминас» пукане театăрĕсен VI фестивалĕнче» (Литва, Паневежис хули) Х. Сюинăн «Улăп» чăваш кăссайĕпе спектакль кăтартаççĕ.

2005 çул – Белгород хулинче Халăх пукане театăрĕсен "Белгородская забава" V фестивалĕнче, Ивановора «Муравейник» фестивалĕнче Г.Азамăн «Мираж» пьесипе спектакль лартаççĕ.

2005-2006 çç. – Атăлçи республикисен хушшинче (Хусан, Йошкар-Ола, Чуллă Сăр, Чĕмпĕр, Саранск) пукане театăрĕсен "Карусель сказок" фестивалĕ иртет

2006 - Хельсинки (Финлянди) хулинче "Пиноккио" фестивалĕнче "Мираж" Г.Азамăн тата "Русалочка" Н.Гернетăн ĕçесем тăрăх спектакльсем лартаççĕ.

Юлашки çулсенче пукане театăрне нумай çĕнĕ ӳнер япали кĕрет. Театăрта шоу-программасем пуçланаççĕ. Вĕсенчен:

  • «Пуканесем сцена çине тухаççĕ»;
  • «Ай, Çăварни»;
  • «Асамлă юмах».

Паллă артистсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Çав. пекех[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]