Альбер Беттанье
Альбер Беттанье | |
фр. Albert Bettannier | |
Çуралнă чухнехи ят | фр. Nicolas Albert Bettannier |
---|---|
Чӑн ят | фр. Albert Bettannier |
Çуралнă вăхăт | 1851 çулхи çурла, 12-мĕшĕ[1][2] |
Çуралнă вырăн | |
Вилнĕ вăхăт | 1932 çулхи чӳк, 17-мĕшĕ (81 çул) |
Вилнĕ вырăн | |
Гражданлăх | |
Пăхăнулăх | |
Чыславсемпе парнесем | |
Медиафайлы на Викиампар |
Альбер Беттанье (фр. Albert Bettannier; 1851 ҫулхи ҫурлан 12-мӗшӗ, Мец — 1932 ҫулхи чӳкӗн 17-мӗшӗ, Париж) — Франци художникӗ.
Кун-ҫулӗ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Жан Беттанье тата Мари Беллатт ывӑлӗ, Николя Альбер Беттанье 1851 ҫулта Мец хулинче ҫуралнӑ. Сӑрӑ ӳнерӗн ӗҫне хӑйӗн тӑван ҫӗршывӗнче вӗренме тытӑннӑ. Франципе Прусси вӑрҫи вӗҫленнӗ хыҫҫӑн Эльзаспа Лотаринги (Мецпа пӗрле) Германине куҫнӑран Беттанье Германи гражданӗ пулса тӑрса тӑван хулара пурӑнма юлма пултарнӑ, анчах та, патриот пулнӑ май, вӑл Франци гражданлӑхне суйласа илнӗ, 1872 ҫултах Парижа куҫнӑ.
Ентешӗсем пулӑшнипе, Беттанье Парижри илемлӗ ӳнерӗн аслӑ шкулне вӗренме кӗнӗ, Анри Леманпа Изидор Пилс патӗнче ӑс пухнӑ. Ӳнерҫӗн патриот туйӑмӗ вӑйлӑ пулнӑран вӑл хӑйӗн тӑван ҫӗрне аннексиленипе килӗшме пултарайман, Париж Салонӗнче хӑйӗн Франци Лотарингипе Эльзаса ҫухатнине сӑнлакан картинӑсене тӑтӑшах кӑтартнӑ.
1890 ҫул хыҫҫӑн Альбер Беттанье кантӑк ҫинче ӳкермелли ӑсталӑхпа тата декораципе прикладной ӳнер хайлавӗсене илемлетессипе кӑсӑкланнӑ. Анчах та шӑпах станоклӑ живописец пек 1908 ҫулта вӑл Хисеплӗ легион орденне тивӗҫнӗ.
Пӗрремӗш тӗнче вӑрҫи умӗн Германипе хутшӑнусем ҫивӗчленсен Беттанье каллех патриотла шухӑш-туйӑма вӑратакан картинӑсем ӳкернӗ. Апла пулин те Франци Эльзаспа Лотарингине тавӑрма (ку ӗҫ чӑннипе те ҫакӑн пек вӗҫленнӗ) мӗн чухлӗ ҫухату тӳсни ӑна питӗ вӑйлӑ шухӑша янӑ пулас.
Беттанье 1932 ҫулхи чӳкӗн 17-мӗшӗнче Парижра вилнӗ, ӑна Вожирар ҫӑвинче пытарнӑ.
Сӑнсен пуххи
[тӳрлет | кодне тӳрлет]-
«Картта ҫинчи хура пӑнчӑ» (Эльзас вырӑнӗнче) е «Географи урокӗ».
-
Шанчӑка ҫухатни е аннексия Лотаринги аннексийӗ.
-
Эльзаса аннексилени
-
Франци авиацийӗ, 1911.
-
«Hotel Drouot» аукцион ҫуртӗнчи аукцион.
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Emmanuel Bénézit (ред.): Dictionnaire critique et documentaire des peintres, sculpteurs, dessinateurs et graveurs de tous les temps et de tous les pays. Neuaufl. Grund, Paris 1999.
Ӑнлантарусем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ Nicolas Albert Bettanier // base Léonore (фр.) — ministère de la Culture.
- ^ Albert Bettannier // Artists of the World Online, Allgemeines Künstlerlexikon Online, AKL Online (нем.) / Hrsg.: A. Beyer, B. Savoy — Berlin: K. G. Saur Verlag, Verlag Walter de Gruyter, 2009. — ISSN 2750-6088 — doi:10.1515/AKL
- ^ 1 тата 2 RKDartists (нидерл.)
Ку статьяна Википедин Вырӑс уйрӑмӗнчи Беттанье, Альбер статьяна чӑвашла куҫарса хатӗрленӗ. |
- Шаблонсенче тӑтӑш тӗл пулакан аргументсемпе усӑ куракан старницӑсем
- Страницы, использующие расширение JsonConfig
- Çурлан 12-мĕшĕнче çуралнисем
- 1851 çулта çуралнисем
- Википеди:ВикиДатăри çăлкуçлă статьясем
- Википедия:Страницы с неоднозначными геоцепочками
- Чӳкĕн 17-мĕшĕнче вилнисем
- 1932 çулта вилнисем
- Парисра вилнисем
- Хисеплĕ легион орденĕн кавалерĕсем
- Пайăр çынсем, алфавитпа
- Википедия:Карточки без параметров
- Википедия:Статьи без изображений (указано в Викиданных: P373)
- Википедия:Статьи без изображений (тип: тăнлă çын)
- XIX ӗмӗрти Франци художникӗсем
- XX ӗмӗрти Франци художникӗсем