Контент патне куҫ

Альпидовская Татьяна Николаевна

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Татьяна Альпидовская
Çуралнă чухнехи ят: Альпидовская Татьяна Николаевна
Çуралнă вăхăт: 1969 çулхи утă уйăхĕн 5-мĕшĕ
Çуралнă вырăн: Шупашкар, Чăваш АССР, РСФСР, ССРП
Професси: балет артисчĕ
Гражданлăх: ССРП РФ
Хастар çулсем: 1988 - х.в.
Театр: Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕ
Рольсем: Амурчик, Джульетта, Китри, Маша, Золушка
Спектакльсем: «Дон Кихот» (Л. Минкус), «Ромео и Джульетта» (С. Прокофьев), «Щелкунчик» (П. Чайковский), «Золушка» (С. Прокофьев)

Татьяна Николаевна Альпидовская (5.7.1969, Шупашкар, Чăваш АССР, РСФСР, ССРП çур.) — балет актриси, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ (2000), Чăваш Республикин халăх артисчĕ (2013)[1][2].

1969 çулхи утăн 5-мĕшĕнче Шупашкарта (Чăваш АССР) çуралнă.

Татьяна Альпидовская Ленинградри А. Я. Ваганова ячĕллĕ хореографи академи училищинче (Н.М. Дидинская ССРП халăх артисчĕн класĕ) вĕренсе тухнă.

1988 çултанпа Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче ĕçлет. Пётр Чайковскин «Щелкунчик» балетĕнче Татьяна Николаевна Маша ролĕпе дебюта тухнă.

Классика балечĕн тĕнчери «Браво» фестивальне (Саранск, 2011) хутшăннă.

  • Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Хисеплĕ грамоти (2010).
  • «Чĕнтĕрлĕ чаршав» театр премин лауреачĕ (Чăваш Ен, 2006).

Литература

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • Альпидовская, Т. Татьяна Альпидовская: «Сцена – это моя душа» / Т. Альпидовская ; бесед. Н. Александрова // МК в Чебоксарах. – 2012. – 18-25 янв. (№ 4). – С. 13.
  • Говорова, Н. Д. Альпидовская Татьяна Николаевна / Н. Д. Говорова // Чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2006. – Т. 1 : А-Е. – С. 92.

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]