Вăтам Атăлçири ĕлĕкхи Амазони
Амазони — вăтам ĕмĕрсенчи картографсем Вăтам Атăл тăрăхĕнче, Сăр шывĕпе Атăл шывĕн малтанхи юханшыв ăна юхса кĕнĕ вырăнтан анатрахри пайĕ хушшинче вырнаçнă тăрăх, ен, территори. Уйрăммăн илсен, лыттынь саспаллисемпе çырса кăтартнă ку территорие Фра-Мауро 1459-мĕш çулта ăсталанă карттă çинче тупма пулать[1].
Карттă çинче кăтартнă тата асăннă территорин тупсăмне халииччен те уçăмлатайман-ха темелле. Сăмах май каласан, «амазон» ăнлавăн тата пулăмăн тупсăмĕсем те историксемшĕн паллах мар.
Амазони тата чăваш фольклорĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Вăтам Атăлçири Амозоние, çÿлерех асăннă Фра-Мауро карттисĕр пуçне, урăх нимле историлле çăлкуçра та кăтартман темелле. Кунашкал «синкерлĕ пĕчченлĕх» хăйех ыйтусем çуратма тивĕçлĕ. XI ĕмĕрти араб авторĕ ал-Бекри амазонкăсен хулине «руссен» çывăхĕнче кăтартать[2]. Çав вăхăтрах амазонсем пирки калакан халапсем Руçра хăйĕнче те пулнă[3].
Асăннă Амазонипе тивĕçлĕ ассоциацисем çуратма пултаракан пĕртен-пĕр япала вăл, чăннипе, — чăваш фольклорĕ. Халлĕхе вăл çеç. Сăлтавĕ — унăн, Вăтам Атăлçири Амазонин, вырнаçăвĕ çав тери хăйьевĕрлĕ пулнинче.
Чăн та, Абу Хамид ал-Гарнати араб, 1135 — 1136-мĕш тата 1150-мĕш çулсенче Атăлçи Пăлхарта пулнăскер, хăйĕн Адам ятлă упăшкине вĕлернĕ çÿллĕ хĕрарăм пирки çырса кăтартнă[4]. Çапах та ку çар ĕçне хутшăнниех мар-ха. Тата ĕçпулăмĕ хăй те тĕрĕс чăнлавах мар темелле, каллех фольклорпа çыхăннăскер.
Паллă ĕнтĕ, амазонсем тесе Авалхи Грецире çарçă хĕрарăмсене каланă. Те чăнласах, те юмахла юптарса. Амазони текен пайăр ят та, хай каларăш, çавăнпах çыхăннă ĕнтĕ.
Чăваш фольклорĕнче вара çавнашкал хĕрарăм-çарçăсемпе çыхăннă сюжетсем чăнах та пур[5]:34,35,386.
Улатимĕр Сатур (В. П. Галошев) çырнинчен[6].
Чылай тĕпчевçĕ асамлă амазонкăсемпе чăваш хĕрарăмĕсем хушшинче нумай пĕрпеклĕх кураççĕ. Чи курăмлă пĕрпеклĕх вăл - чăваш хĕрарăмĕсен тумĕ амазокăсенни евĕрлĕ пулни. Амазонка сăмах ама çын евĕрлĕ илгĕнет. Чăваш юмахĕсенче йĕкĕт-паттăрсенчен те вăйлăрах тата харсăртарах хĕр-паттăрсем тĕл пулаççĕ. Акă мĕнле сăнланă маттур пикесене Çуйăн Хĕветĕрĕ "Улăп" юмахра: "Вăл ĕç пулнă тахçанах, / Пĕр пин çул пуль каярах. / Чăваш лекнĕ чурана. / Тăшман хунĕ çав тери / Пулнă, теççĕ, чунилли. / Вăл хушнипе Чăвашра / Арçын ача çуралсан, / Вăрттăнлăхра юлмасан, / Йыт апачĕ пулнă, тет. / Арсем пĕтсе пынă, тет. / Çав хăрушă вăхăтра / Çуралнă, тет, пĕр ялта / Чипер пике Юрекке. / Пике ÿссе çитсенех / Чаплă çарпуç пулать, тет. / Ун çарĕнче хĕр кăна. / Кашнин пулнă урхамах. / Çав çар кĕске вăхăтрах / Тăшмансене аркатса / Вăтам çĕр тинĕс хĕррине / Çулне тăснă анăçа".
Çавăн пекех
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Туçи ен
- Амазонсем
- Амазони (пĕлтерĕшсем)
- Шупашкар 500 çуллăхĕн ячĕллĕ культурăпа кану паркĕ (çурма официалла майпа Амазони ятпа та паллăскер)
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Çуйăн Хĕветĕрĕ. Улӑп: Чӑваш эпосӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1996. — 573 с.
- Piero Falshetta. Fra Mauro’s World Map with a commentary and translation of the inscriptions. – Turnhout, Brepols, 2006. – 830 p. + CD. (Terrarvm Orbis 5. History of Representation of Space in Text and Image. General Editor of the Series Patrick Gautier Dalche). ISBN 2-503-51726-9.
- Patricia Seed. Fra Mauro's Map of the World // Renaissance Quarterly, vol. 60, no. 4, 2007, p. 1417.
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ Фоменко И. К., Щербакова Е. И. Западный след «Казанского дракона» = The Western Trail of the “Kazan Dragon” // Золотоордынская цивилизация : Журнал. — Казань: Институт истории имени Шигабутдина Марджани Академии наук Республики Татарстан, 2017. — № 10. — С. 378—389. — ISBN УДК 929.6+347.189.7. — ISSN 2409-0875 2308-1856, 2409-0875
- ^ Куник А. А., Розен В. Р. Известия ал-Бекра о славянах и их соседях. — Записки Академии наук СПб., 1878, XXXII , с. 51.
- ^ Чернышева Е. В. Трансформация образов дев—воительниц в тюркском и славянском фольклоре // Культура народов Причерноморья. — Симферополь: Изд-во «Таврия», 2012. — № 228. — С. 151—154. — ISSN 1562-0808
- ^ Путешествие Абу Хамида ал-Гарнати в Восточную и Центральную Европу (1131-1153). Публикация Большакова О. Г., Монгайта А. Л. М., 1971, с.61.
- ^ Димитриев В. Д. Чувашские исторические предания. Чебоксары, 1993, 446 с.
- ^ Улатимĕр Сатур. Çăлтăр çÿлти тÿпере. Тĕнчене ăнланни, йăла-йĕрке (Звезда на небе. Мнропонимание, обычаи). -Шупашкар, 2011. - 96 с., ил. Чăвашла тата вырăсла. //с.26.
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Фра Мауро картти çинчи çырнăлăхсен йышĕ Марчиан кĕнекесарĕн каталогĕн сайтĕнче(итал.)
- Fra Mauro's World Map Explore the digital edition of Fra Mauro's World Map on Museo Galileo website.
- Magnificent Maps: Fra Mauro World map 2020 ҫулхи Нарӑс уйӑхӗн 21-мӗшӗнче архивланӑ. Lets you explore the 1804 copy in the British Library. Deep zoom feature, highlighted details. Video introduction from Curator of Antiquarian Mapping.
- Cartographic-Images.net: Fra Mauro’s Mappamundi Monograph on Fra Mauro's map.
- Transcription of the text on the map (.pdf) In Italian. By Piero Falchetta.
- Biblioteca Nazionale Marciana di Venezia In Italian. Information about the map today.
- Catalog entry in Map Library National Institute for Geography of Spain: