Улăп (эпос)

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Улăп (пĕлтерĕшсем) пăхăр.
Улăп
Улăп
Жанр: эпос
Автор: Çуйăн Хĕветĕрĕ
Тăван чĕлхи: чăваш
Хайланă çул <1928-1996>
Пичетленĕ: 1996
Уйрăм кăларăм: 1996
Куçару: вырăсла (2009)[1], турккăлла (2012)[2]

УлăпÇуйăн Хĕветĕрĕ (1913-2002) XX ĕмĕрте, 1920-мĕш çулсенчен пуçласа 7-8 теçетке çул, чăвашла çырнă эпос. Çырнă чухне вăл халăх халапĕсем, калавĕсем çине таяннă.

Умистори[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Халăх пултрулăхĕ çине таянса пĕтĕмĕшле эпос майлаштарас ыйтăва чи малтан çĕклекенсенчен пĕри С.А.Лашман пулнă[3]. Пулас хайлава вăл "Улăпиада" ят пама сĕннĕ.

Чылай вăхăт иртсен çавнашкал сĕнĕвех А.К.Салмин кăларса тăратнă[4].

"Улăп" эпос патне пыракан çул питĕ вăрăм та тумхахлă. Пĕрремĕш "чĕкеçсенчен" пĕри — Çемен Элкерĕн "Улăпсем" поэми (1927). Акă мĕн çырнă кун пирки Электронла чăвашла вулавăшра[5]:

« Малтанхи хут «Улăп» ятпа 1927 çулта «Сунтал» журналăн 10-мĕш номерĕнче пичетленнĕ, 1939 çулта уйрăм кĕнекен тухнă.

Позт ăна пилĕк томлăхăн 1-мĕш томне те кĕртнĕ (223—238 с). «Сунталта» пичетленнĕ вариантăн ум сăмахĕнче поэт çапларах каланă: «Улăп» ятне асăннине пур çĕрти чăвашсем хушшинче те илтме пулать. Анчах мĕнлескер, кам пулнă çав Улăп? Ун çинчен никам та пат татса ăнлантарса параймасть. Ваттисенчен нумайăшĕ: «Улăп вăл сĕм-авал темле тĕлĕнмелле çӳренĕ питĕ пысăк пăхаттир пулнă» теççĕ. Тепле сайраран, хăш-пĕрисем çеç вăл мĕнле çӳрени çинчен калаçкалаççĕ. Анчах тĕрлĕ вырăнти чăвашсем тĕрлĕ май, уБрăхларах калаçаççĕ.

Улăп юмахĕ вăл — чăваш халăхĕн сĕм-авалхи пурнăçĕ çинчен пĕлтерекен юмах. Çакнашкал юмахсем вырăссен те «Илья Муромсц», «Святогор» текеннисем тата урăххисем те пур. Хусанта вилнĕ Катапов профессор çырнă тăрăх, Улăп çинчен калакан юмахсем тӳрк халăхĕсем хушшинче те пур. Анчах ку халăхсем ăна пурте «Улăп» темеççĕ, хăшĕ Алăч, хăшĕ Алиф теççĕ. Çавăннах кăркăссен «Атша» ятлă Улăпĕ çинчен çырни пур (Известия Казанск. О-ва Археологии и Этнографии, том XIII, вып. 1). Анчах Атша-Улăп ытла та сĕм-авалхи ĕмĕрсенче пурăнать. Чăвашсен «Улăпĕ» — чăваш халăхĕн вăл выльăх кĕтĕвĕсемпе çӳрессине пăрахса çĕр ĕçĕ çине куçас умĕнхи пурнăçĕ çинчен пĕлтерекен юмах. Ку Улăпа ватă амăшĕ калакан сăмахсенчен аван палăрать. Апла пулсан чăвашсен Улăпĕ кăркăссен Атшинчен чылай кайран пурăннă.

Эпĕ ку поэмăна Улăп çинчен чăваш хушшинче калакан татăк-кĕсĕк халапсене пухса, хăшне-пĕрне «Атшаран» илсе тата хамран та шухăшласа çырнă. Автор. 1927 çул, августăн 15-мĕшĕ» (9 с).

»

Çуйăн Хĕветĕрĕ ăсталанă эпосăн кунçулĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Чăваш халăхĕн "Улăп" эпосне майлаштарасси епле пулса пыни пирки Çуйăн Хĕветĕрĕ хăй аван çырса кăтартнă[6][7].


« Эпĕ утмăл çич çул хушшинче «Улăп. Чăваш эпосĕ» алçырăвне тăхăр вариант таран çыртăм. Çиччĕмĕш вариантне çухатрĕç те, питĕ хытă куляннипе вăй-халран кайрăм. Тен, ун çинчен пĕлтерме те кирлĕ марччĕ пуль? Анчах та мана юлашки çулсенче «Улăп» алçырăвĕсем тĕлĕкре «пире мĕншĕн мантăн?» тесе хĕсĕрлеме тытăнчĕç.

»
« Анне <...> час-часах хăй çумне чăмăртаса, пуçран ачашласа: «Улăп пекех пултăн, ачам»,— тетчĕ. Тепĕр чухне эпĕ ăна шухăша ярсан вăл мана: «Улăп пекех пул»,— тетчĕ. »
« 1928 çулта Çĕрпÿри иккĕмĕш сыпăклă шкулта вĕреннĕ чухне чăвашсен паллă этнопрафĕпе, «Тăхăрьял» авторĕпе Т. Т. Тимофеевпа пĕр хваттерте пурăнтăм. Трирорий Тимофеевич пире чăваш чĕлхи вĕрентетчĕ. Эпĕ, шкул ачи, ун патне час-часах каçпа кайса лараттăм. Пĕрре Трирорий Тимофеевич Чăваш кĕнеке издательствинчен кулянса килсен мана килĕнче нумай тытса ларчĕ. Эпĕ, сăмах юхнă май, ăна аннерен илтнĕ Улăп çинчен çÿрекен халап-юмахсене каласа патăм. Вăл мана çавăн пек халап-юмахсене аннерен анчах мар, ытти çынсенчен те çырса илме хушрĕ. «Улăп — халăх паттăрлăхĕ…— терĕ вăл лăпсăркка хура çÿçне пÿрнисемпе тураса.—Ним тума та çук, халь эпоссемпе интересленмеççĕ. Йывăр! Ун пирки темшĕн халăхра табу пур. Табу тени — чару тени пулать. Çав табу тăрăх, Улăп чăваша тавăрăнмалла. Унччен, вăл тавăрăниччен, Улăп çинчен сÿпĕлтетсе çÿреме юрамасть. Атту çич ют Улăп килес вăхăта пĕлсен шентермексене ÿпĕнтерсе лартма пултарать те пуççаврăнăмĕш çулне татать. Кам та кам халăх чарăвĕнчен тухать, çав çын хăй вилĕмĕпе мар, халăх ылханĕпе вилет. Çитменнине, хальхи вăхăтра Улăппа пачах интересленмеççĕ. Айвансем çавна та чухлаймаççĕ вĕт, Çимăн! Ваттисем вилсе пĕтеççĕ, вĕсемпе пĕрле Улăп çинчен çÿрекен халап-юмахсем те. Хальхи вăхăтра хăш-пĕрисем, аслисем, пысăк вырăнта ларакансем, чăваш эпосне «Улăпа» халăх хушшинче ятарласа пухса, çĕнетсе, вăйлатса ăна халăх хушшинче тепĕр хут сарасси вĕсенчен килет пулсан та «Улăп» эпосĕ пире халь мĕн тума кирлĕ тесе хураççĕ. Çавсем пиркиех ĕнтĕ «Улăп» улмуринчи ылтăн уçă пулса юлать те — шыра вара ăна! Ак çакăншăн та Чăваш кĕнеке издательствипе сутлашмалла пулать ĕнтĕ»,— терĕ те вăл терăхса алçырăвĕпе сĕтеле çапрĕ. Çавăнтан вара эпĕ халăх хушшинче Улăп çинчен çÿрекен халап-юмахсене пуçтарма тытăнтăм, Эпĕ Улăп çинчен çÿрекен халап-юмахсене хамăр ял çыннисенчен кăна мар, хамăр таврари чылай ял çыннисенчен те çырса илтĕм.

»
« «Улăпа» çырнă чухне мана чăваш халăх поэчĕ С. В. Элгер, чăваш халăх писателĕ Илпек Микулайĕ сахал мар пулăшрĕç. Анчах та вĕсем чăваш эпосĕ уйрăм кĕнекепе тухассине кĕтсе илеймерĕç, çĕре кĕчĕç. Çемçе пултăр вĕсен вилтăпри!

М. Р. Федотова — профессора, филологи наукисен докторне, Чăваш патшалăх университечĕн чăваш чĕлхин кафелра заведующийĕ пулса ĕçленĕ доцента В. П. Никитин (Станьял) поэта, çамрăк ученăйсене В. Р. Родионовпа Р. Т. Юмарта, чăваш халăх писательне А. С. Артемьева, чăваш искусствисен тава тивĕçлĕ ĕçченне М. К. Антонова йывар вăхăтра ман хута кĕнĕшĕн тата чăваш эпосне йĕркелесе çитерме вăй-халăма çĕклентернĕшĕн чунтан-вартан тав тăватăп

»

Ытти еткер[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Калавсемсĕр пуçне паянхи кунччен Игнатий Ивановăн чăвашла çырнă хăшпĕр çырăвĕсем сыхланса юлнă[8].

Хаклавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Çуйăн Хĕветĕрĕн "Улăп" эпосĕ тата унăн авторĕ пирки çырнă публикацисен йышне кăтартатпăр. Авторсем эпоса еплерех хаклани чылай чухне ятранах курăнать.

  • Васильев, П. «Улӑп» эпос пирки / П. Васильев // Хыпар. – 2010. – 13 ака. – С. 3.
  • Васкир, Г. Улăп чунлă Çуйăн Хĕветĕрĕ / Г. Васкир // Тантăш. – 2003. – 31 утă (№ 31). – С. 8.
  • Ефимов, Г. Асăну сăмахĕ / Г. Eфимов // Хыпар. – 2002. – 15 çу.
  • Смирнова, Н. «Улӑп - вырӑсла» / Н. Смирнова // Хыпар. – 2009. – 19 раштав. – С. 4-5.
  • Юмарт, Г. «Улăп» улăпла ĕç / Г. Юмарт // Чăваш ен. – 1996. – 25 ут`. – 3 çурла (№ 30).– С. 13.
  • Андреев, П. Богатырский эпос – богатырский труд / П. Андреев // Чебоксар. правда. – 1999. – 5 янв. (№ 1). – С. 7.
  • Афанасьев, П. Сюин Хведер (Федоров Симон Федорович) // Афанасьев, П. Писатели Чувашии / П. Афанасьев. – Чебоксары, 2006. – С. 388.
  • Васильев, Л. Улып заговорил по-русски / Л. Васильев // Совет. Чувашия. – 2009. – 17 дек. – С. 6, 15.
  • Гордеева, С. Eсть эпос в чувашских селеньях! : презентация / С. Гордеева // Чăваш ен. – 1996. – 21–28 сент. (№ 38). – С. 2
  • Ендеров, В. А. Сюин Хведер / В. А. Ендеров, В. Г. Родионов // Чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2011. – Т. 4 : Си-Я. – С. 162.
  • Тихонов, П. По следам Улыпа / П. Тихонов // Чебоксар. новости. – 1996. – 29 нояб.
  • Федоров Симон Федорович (Сюин Хведер) // Край Цивильский : краткая энцикл. р-на. – Чебоксары, 2008. – С. 307.
  • Ялгир, П. Сюин Хведер (Федоров Симон Федорович) // Ялгир, П. Литературный мир Чувашии / П. Ялгир. – Чебоксары, 2005. – С. 109–110.

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Чăваш халăх пултарулăхĕ. Халăх эпосĕ. Ш., 2004;
  • Родионов В.Г. К вопросу о ранних тюркско-финно-угорских фольклорных взаимосвязях // Родионов В.Г. Этнос. Культура. Слово. Ч., 2006;
  • Родионов В.Г. Эпос. — электронла чăваш энциклопедийĕнчи статья.
  • Димитриев В.Д. Предисловие // Улып. Чувашский народный эпос / Перевод А. Дмитриева. Ч., 2009.

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  1. ^ Улып [Текст] : чувашский народный эпос / сост. Ф. Сюин ; пер. А. Дмитриев. - Чебоксары : Чувашское книжное издательство, 2009. - 462 с.
  2. ^ СОСТОЯЛАСЬ ПРЕЗЕНТАЦИЯ ЧУВАШСКОГО ЭПОСА "УЛЫП" НА ТУРЕЦКОМ ЯЗЫКЕ — ЧЕБОКСАРЫ.РУ информационный сайт столицы Чувашии [16+]
  3. ^ <Лашман С.М.> Юрă-сăвăсене, халапсене пухса йĕркелесе поэма çырма пулĕ-ши? — Сунтал, 1924, 2-3№.
  4. ^ Салмин А.К. Чăваш эпосне йĕркелесе яма май пур-и? // Ялав, 1975, 7№.
  5. ^ Улăпсем. Çемен Элкер | Поэма | 1927 | улăп | 15 783 — Ăнлантарнине пăхмалла.
  6. ^ Çуйăн Хĕветĕрĕ: Улăп çинчен — Вула Чăвашла VULACV – ЧĂВАШЛА ВУЛАТТАРАКАН САЙТ.
  7. ^ Наумова, Татьяна. «Халăхăн пуянлăхне пĕрчĕн-пĕрчĕн пуçтартăм та шăрçаласа ярăм турăм» — Хыпар, 30, Июнь, 2018 | Чăваш хĕрарăмĕ | Культура |
  8. ^ Чăваш патшалăх Тĕп архивĕ. 515 ф., 1 оп.,335 упр. пĕрчи, 1-6 лл.

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]