Çуйăн Хĕветĕрĕ
Çуйăн Хĕветерĕ | |
Фёдоров Симон Фёдорович | |
Çуралнă чухнехи ят: | Фёдоров Симон Фёдорович |
---|---|
Суя ятсем: | Çуйăн Хĕветерĕ |
Çуралнă вăхăт: | 1913 |
Çуралнă вырăн: | Актай ялĕ, Хусан кĕперни, Етĕрне уесĕ |
Вилнĕ вăхăт: | 2002 |
Вилнĕ вырăн: | Шупашкар хули |
Пăхăнулăх: |
РСФСР ССРПРФ |
Ĕçлев тĕсĕ: | чăваш сăвăçĕ, фольклористсен информаторĕ, фольклорист, çыравçă |
Пултарулăх çулĕсем: | 1928-2002 |
Жанр: | сăвă |
Ĕçсен чĕлхи: | чăвашла |
Çуйăн Хĕветерĕ (чăн ячĕ Фёдоров Симон Фёдорович, 1913-2002) — фольклорист, чăваш эпосне пухакан тата ун çинче никĕслесе хăй ячĕпе "Улăп" чăваш эпосне сăвăлла ăсталаса кун çути кăтартаканĕ[1].
Пурнăçĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Çуйăн Хĕветĕрĕ — 1913-мĕш çулта Хусан кĕпĕрнинчи Етĕрне уесĕнчи (халĕ Чăваш Енри Çĕрпӳ районне кĕрет) Актай ялĕнче чухăн хресчен кил-йышĕнче çуралнă.
Самарти планлă экономика институтĕнче вĕренсе тухнă, вăрçă училищинче пĕлӳ илнĕ. Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçинче Карел фронтĕнче çапăçнă. Вăрçă вĕçленсен шкулта, тĕрлĕ учрежденисенче план-финанс уйрăмĕсенче ĕçленĕ.
Ветерана Хĕрлĕ Çăлтăр, Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçин I степеньлĕ орденесемпе, медальсемпе чысланă.
2002-мĕш çулта вилнĕ.
Пултарулăхĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]60 çул ытла чăваш Улăп-паттăрĕ пирки халăхран материал пуçтарнă, чăвашсен авалхи сăвă форминчи эпосне ăсталанă. 1947 çулта пĕрремĕш варианчĕ Çемен Элкер редакципе кун çути курнă. «Улӑп халапӗсем» кĕске версипе 1980 çулта тухнă. 1996 çулта Чăваш кĕнеке издательствинче 40 юрăран тытăнса тăракан «Улăп» эпосне чăвашла туллин кăларнă. 2009 çулта Аристарх Дмитриев вырăсла куçарса пичетленĕ.
Çав. пекех
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Улăп : чăваш эпосĕ 2019 ҫулхи Утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнче архивланӑ. / Çуйăн Хĕветĕрĕ пухса сăвăланă, худож. В. Г. Бритвин = Улып : чувашский эпос / изложил стихотворно, сост. Ф. Сюин. - Шупашкар Чăваш кĕнеке издательстви, 1996. - 573 с.[2]
- Ендеров В.А., Родионов В.Г. Сюин Хведер]. — Электронла чăваш энциклопеди.
- Юмарт Г.Ф. Çытăр Ехримĕ такмакçă. — Ялав журнал (2№, 1979).
- Васильев, П. «Улӑп» эпос пирки / П. Васильев // Хыпар. – 2010. – 13 ака. – С. 3.
- Васкир, Г. Улăп чунлă Çуйăн Хĕветĕрĕ / Г. Васкир // Тантăш. – 2003. – 31 утă (№ 31). – С. 8.
- Ефимов, Г. Асăну сăмахĕ / Г. Eфимов // Хыпар. – 2002. – 15 çу.
- Смирнова, Н. «Улӑп - вырӑсла» / Н. Смирнова // Хыпар. – 2009. – 19 раштав. – С. 4-5.
- Юмарт, Г. «Улăп» улăпла ĕç / Г. Юмарт // Чăваш ен. – 1996. – 25 ут`. – 3 çурла (№ 30).– С. 13.
- Андреев, П. Богатырский эпос – богатырский труд / П. Андреев // Чебоксар. правда. – 1999. – 5 янв. (№ 1). – С. 7.
- Афанасьев, П. Сюин Хведер (Федоров Симон Федорович) // Афанасьев, П. Писатели Чувашии / П. Афанасьев. – Чебоксары, 2006. – С. 388.
- Васильев, Л. Улып заговорил по-русски / Л. Васильев // Совет. Чувашия. – 2009. – 17 дек. – С. 6, 15.
- Гордеева, С. Eсть эпос в чувашских селеньях! : презентация / С. Гордеева // Чăваш ен. – 1996. – 21–28 сент. (№ 38). – С. 2
- Ендеров, В. А. Сюин Хведер / В. А. Ендеров, В. Г. Родионов // Чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2011. – Т. 4 : Си-Я. – С. 162.
- Тихонов, П. По следам Улыпа / П. Тихонов // Чебоксар. новости. – 1996. – 29 нояб.
- Федоров Симон Федорович (Сюин Хведер) // Край Цивильский : краткая энцикл. р-на. – Чебоксары, 2008. – С. 307.
- Ялгир, П. Сюин Хведер (Федоров Симон Федорович) // Ялгир, П. Литературный мир Чувашии / П. Ялгир. – Чебоксары, 2005. – С. 109–110.
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ Культурное наследие Чувашии
- ^ Чăваш эпосĕ «Улăп» - халăхра упранса юлнă пысăк пуянлăх. Чăвашсем Улăп ςинчен ςўрекен паттăрла халап-юмахсене ăруран ăрăва, ламран лама каласа пырса паянхи куна ςитерме пултарнă; ςуйăн Хĕветĕрĕ вĕсене 60 ςул хушши пĕрчĕн-пĕрчĕн пухса, ςĕнетсе, сăвăласа эпос шайне ςитернĕ. Кĕнеке хĕрĕх юрăран тăрать.