Контент патне куҫ

Анкарти

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Анкарти (авăн карти сăмахран), — йĕтем, йĕтем çинчи авăн вучахне, авса карталанă хушша, сарай лупаса, хампара /анпар, ампар/ — кĕлĕте, лаçа, йĕтем çине лартнă капансене, арпа-улăм куписене тата асăннă вырăна йĕри-тавра тытса карнă картана пĕлтернĕ. Революциччен кашни хуçалăх пуçтарнă кĕрхи тыр-пула анкартине туртарса килсе капана хывса лартнă. Уй-хир ĕçĕсем пĕтсен авăн çапнă. Тыр-пула алласа кĕлĕте хампара кĕртнĕ. Арпа-улăма сарай-лупас çине улăхтарнă. Пушă кĕлĕтсене тепĕр хут капана е урана купаласа лартнă. Анкарти лаçĕнче хĕлле сухапуç-сӳресене, урапа-таррантассене, çулла — çуна-кӳмесене упранă. Анкартие, пушартан сыхланса, шыв хĕррине, пахча хыçне лартнă. Авăн вучахне йĕтемрен уйăрнă. Çунакан вучаха пăхсан тăнă. Ялсенче колхозсем йĕркеленнĕ вăхăтра анкартисем килти хуçалăхран тухса ӳкнĕ. Халĕ анкарти сăмах ял çумĕнчи вырăна, çарана, лаптăка пĕлтерет.