Анклав

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Анклав (фр. enclave, лат. inclavatus — «хупă, питĕрнĕ») — патшалăхăн тĕп çĕрĕпе çыхăнман лаптăкĕ. Анклав йĕри-тавра урăх патшалăхăн (патшалăхсен) çĕрĕсем вырнаçнă.

Эксклав (лат. ex — тулаш + clavis — çăруççи), — патшалăх (патшалăхсен) ăшĕнчи урăх патшалăхăн лаптăкĕ.

Тĕслĕхсем: Калининград облаçĕ (Раççей), Начихевань автономлă республики (Азербайджан). Эксклавăн çыранĕсем тинĕс енне тухаççĕ пулсан ăна çурэксклав теççĕ.

Çапла вара, кунашкал çĕрсене анклав е эксклав теесси хăш патшалăх куçĕпе пăхнинчен килет.

Пĕтĕм тĕнче килĕшĕвĕсем тăрăх, элчĕлĕхсем, консуллăхсем, вĕсем вырнаçнă патшалăхшăн, эксклавсем шутланаççĕ.

Кулленхи калаçура суверенлă, пăхăнманлăхлă патшалăхсемпе мар, ахаль административлă тытăмсемпе çыхăннă кун пек территорисене те анклав (ытларах чухне) е эксклав (сайрарах) теççĕ.

Чăваш республикин анклавĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Чăваш республикин ăшĕнчи эксклавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Чăваш Ен ăшĕнче уншăн эксклавсем шутланакан территорисем пур, анчах та вĕсенче ялсем е çын пурăнакан урăхла вырăнсем çук. Вĕсем — ялхуçалахĕнче усă куракан çĕрсем.

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]