Контент патне куҫ

Ан авăн, шĕшкĕ (юрă)

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Ан авăн, шĕшкĕ
Юрă
Жанр оптимистла юрă
альбомĕн трек-лисчĕ
-


Пирĕн урам анаталлаXX ĕмĕр вĕçĕнче халăхра, çавăн пекех чăвашсем хушшинчи юрăçсен, пултарулăх ушкăнĕсен репертуарĕсенче анлă сарăлнă юрăсенчен пĕри. Кам ăсталани, текст тата кĕвĕ вăхăт иртнĕ майăн еплерех аталанса пыни паллă. мар. Эппин, ку хайлава фольклор палăрăмĕ темелле. XXI ĕмĕрти тăрăм пирки уçăмлăнах калама çук. Чи паллă чăваш халăх юррисенчен пĕри пулса юлать.

Юррăн сăвви пирки

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
    Ан авăн, шĕшкĕ ан авăн та,
    Ан авăн, шĕшкĕ ан авăн —
    Кăштах çилĕ вĕрнипе те,
    Кăштах çилĕ вĕрнипе!
    
    Ан сивĕн, савни, ан сивĕн те,
    Ан сивĕн, савни, ан сивĕн!
    Кăштах сăмах илтнипе те,
    Кăштах сăмах илтнипе!
    
    Правус килет чашлатса та,
    Правус килет чашлатса —
    Чукун çула çутатаса та,
    Чукун çула çутатаса.
    
    Сар каччăсем килеç пуль те,
    Сар каччăсем килеç пуль —
    Хуткупăса каласа та,
    Хуткупăса каласа.
    
    Ан авăн, шĕшкĕ ан авăн та,
    Ан авăн, шĕшкĕ ан авăн —
    Кăштах çилĕ вĕрнипе те,
    Кăштах çилĕ вĕрнипе!

Фольклор хайлавĕ пулнăран, ку сăввăн варианчĕсем те пулнă, халĕ те пур. Илсе кăтартнă текста чи анлă сарăлнă вариантсенчен пĕри тесе ăнланмалла.

Юррăн кĕвии

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Халăх кĕвви темелле. Анчах та ăна С.М.Максимов композитор та ятарласа майлаштарнă. Вăл вара оригиналлă япаласен шутне кĕрет.

Юррăн кунçулĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Хайлав — юрăçсен, пултарулăх ушкăнĕсен репертуарĕнче

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

"Ан авăн, шĕшкĕ!" юрă чăваш культуринче

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Çак халăх юрри çинче никĕсленса пачах урахла "Шĕшкĕ ан авăн" юрă йĕркеленĕ (авторĕсем паллă мар). Людмила Семёнова юрлать[1].

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]