Ардатов (Чулхула облаçĕ)
Ардатов — Чулхула облаçĕнчи хула евĕр паççулкă, Ардатов районĕн администраци тĕпĕ.
Паççулкă Чулхуларан 162 çухрăмра, Арзамасран 50 çухрăмра вырнаçнă.
Этимологи[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Паççулкă «Урта тăвĕ» ятран пулса кайнă текен шухăш пур.
Халăх йышĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]
2005 çул тĕлне посёлокра пурĕ 10,1 пин çын пурăннă.
Тавралăх[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Ардатов Лĕмет ятлă юханшыв хĕрринче вырнаçнă.
Кун-çулĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]
1552 çулта çак вырăнта ял никĕсленĕ. 1779 çулта пурăнан вырăн хула шайне кĕнĕ, 1925 çулта ăна çак шайран кăларнă. 1959 çултанпа хула евĕр паççулкă шайне кĕртнĕ.
Хуçалăх[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Паççулкăра сĕт савучĕ, çăкăр комбиначĕ, вăрман хуçăлăхĕ, питографи пур.
Çутĕç[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Ардотовра 11 класлă икĕ шкул пур. Кунтах ял хуçалăх колледжĕ ĕçлет.
Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Çак статьяра çăлкуç каçисене пĕлтермен. Информаци тĕрĕссине кăтартакан çăлкуç пулмалла, унсăрăн ăна кăларса пăрахма та пултараççĕ.
Эсир çак статья валли сумлă çăлкуç тупса хушма пултаратăр. |