Контент патне куҫ

Добронравов Аркадий Павлович

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
(Аркади атте ҫинчен куҫарнӑ)
Аркадий Добронравов

Сăваплă асапланнă Аркадий атте
Тĕнчери ят Аркадий Павлович Добронравов
Çуралнă 1868
Çулавăç ялĕ, Етĕрне уесĕ, Хусан кĕперни
Вилнĕ 20.4.1933
Мордва АССР, тĕрмере
Канонизациленĕ 2007
Сăпат раççейри анчахрах асапланнисем тата çылăх каçарттаракансем
Асăну кунĕ раштав, 27
Добронравов хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.

Аркадий Павлович Добронравов, Аркади атте(1868, Çулавăç ялĕ, Етĕрне уесĕ, Хусан кĕперни1933, ака, 20, Мордва АССР, тĕрмере асапланса куçне хупнă) — Вырăс чиркĕвĕн протоиерейĕ. Сăваплă Синод ăна Раççейри асап тӳснĕ сăвапли тесе анчахрах сăваплăха кĕнисен тата çылăх каçарттаракансен йышне кĕртнĕ.

Кун-çулĕпе ĕçĕ-хĕлĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Аркадий Добронравов протоиерей 1868 çулта Хусан кĕпернин Етĕрне уесĕн Çулавăç чиркӳ ялĕнче (халĕ Элĕк районĕ) Павел Добронравов тиек çемйинче çуралнă. Аркадий 1889 çулта Хусанти чун-чĕмлĕх семинарире вĕренсе пĕтерсе Спасски уесĕн Пичкасси чиркӳ ялĕнче Турă ĕçтешĕ вырăнĕнче ĕçе пикĕннĕ.

Çĕнĕ чиркӳ тăвассипе ĕçленĕшĕн вăл 1894 çулта Сăваплă Синодăн пилĕпе хутне тивĕçнĕ.

1896 çулта Çĕрпӳ хулинчи Турă Амăшĕн Хусанти храмне куçарнă. Чиркӳ шкулĕнче ĕçне парăнса ĕçленĕшĕн ăна Хусанти епархин училище канашĕ тав сăмахне каланă. 1898 çулта Александрăн кĕмĕл медальне, Вырăс-Яппун вăрçи вăхăтĕнче Хĕрлĕ Хĕрес ĕçне хутшăннăшăн Александрăн икĕ хутлă хăйăвне тивĕçнĕ.

1925 çулта, çĕнĕ епископ килнĕ май, ăна вăхăтлăха ĕçрен хăтарнă. Улатăр епископĕ Герман (Кокель) Аркади аттене Епархи канашне суйласшăн пулнă, ку енĕпе влаçсенчен ирĕк ыйтнă.

Турă Амăшĕн храмĕнче пĕр улшăнмасăр 35 çул вăй хунă Аркади протоиерейе 1931 çулхи ака, 30 чиркӳсене хуптарас мар тесе тăрăшнăшăн аресленĕ. Тĕрмене лартнă хыççăн Аркади аттен Аслă Типĕ вăхăтĕнче кĕлĕ ирттернĕ хыççăн каламалли сăмахсене çырнине туртса илнĕ.

1931 çулхи çĕртмен 10-мĕшĕнче ăна совет влаçне хирĕç агитациленĕ тесе айăпланă, 5 çуллăха Мордовири лагере янă.

1931 çулхи çăвăн 8-мĕшĕнче тĕрме тухтăрĕ Аркади аттен сывлăхĕ пирки акт çырнă, Добронравов 64 çултанпа чĕре чирĕпе аптранине палăртнă.

1933 çулхи акан 20-мĕшĕнче куçне ĕмĕрлĕхех хупнă.

Чысласа асăнни

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

2007 çулхи раштавăн 27-мĕшĕнче Алексий патриарх ертсе пынă Сăваплă Синодăн ларăвĕнче Аркадий Добронравова Раççейри асап тӳснисен тата çылăх каçарттарнисен йышне кĕртнĕ.

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]