Добронравов Аркадий Павлович
Аркадий Добронравов | |
Сăваплă асапланнă Аркадий атте | |
Тĕнчери ят | Аркадий Павлович Добронравов |
---|---|
Çуралнă |
1868 Çулавăç ялĕ, Етĕрне уесĕ, Хусан кĕперни |
Вилнĕ |
20.4.1933 Мордва АССР, тĕрмере |
Канонизациленĕ | 2007 |
Сăпат | раççейри анчахрах асапланнисем тата çылăх каçарттаракансем |
Асăну кунĕ | раштав, 27 |
Аркадий Павлович Добронравов, Аркади атте(1868, Çулавăç ялĕ, Етĕрне уесĕ, Хусан кĕперни — 1933, ака, 20, Мордва АССР, тĕрмере асапланса куçне хупнă) — Вырăс чиркĕвĕн протоиерейĕ. Сăваплă Синод ăна Раççейри асап тӳснĕ сăвапли тесе анчахрах сăваплăха кĕнисен тата çылăх каçарттаракансен йышне кĕртнĕ.
Кун-çулĕпе ĕçĕ-хĕлĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Аркадий Добронравов протоиерей 1868 çулта Хусан кĕпернин Етĕрне уесĕн Çулавăç чиркӳ ялĕнче (халĕ Элĕк районĕ) Павел Добронравов тиек çемйинче çуралнă. Аркадий 1889 çулта Хусанти чун-чĕмлĕх семинарире вĕренсе пĕтерсе Спасски уесĕн Пичкасси чиркӳ ялĕнче Турă ĕçтешĕ вырăнĕнче ĕçе пикĕннĕ.
Çĕнĕ чиркӳ тăвассипе ĕçленĕшĕн вăл 1894 çулта Сăваплă Синодăн пилĕпе хутне тивĕçнĕ.
1896 çулта Çĕрпӳ хулинчи Турă Амăшĕн Хусанти храмне куçарнă. Чиркӳ шкулĕнче ĕçне парăнса ĕçленĕшĕн ăна Хусанти епархин училище канашĕ тав сăмахне каланă. 1898 çулта Александрăн кĕмĕл медальне, Вырăс-Яппун вăрçи вăхăтĕнче Хĕрлĕ Хĕрес ĕçне хутшăннăшăн Александрăн икĕ хутлă хăйăвне тивĕçнĕ.
1925 çулта, çĕнĕ епископ килнĕ май, ăна вăхăтлăха ĕçрен хăтарнă. Улатăр епископĕ Герман (Кокель) Аркади аттене Епархи канашне суйласшăн пулнă, ку енĕпе влаçсенчен ирĕк ыйтнă.
Турă Амăшĕн храмĕнче пĕр улшăнмасăр 35 çул вăй хунă Аркади протоиерейе 1931 çулхи ака, 30 чиркӳсене хуптарас мар тесе тăрăшнăшăн аресленĕ. Тĕрмене лартнă хыççăн Аркади аттен Аслă Типĕ вăхăтĕнче кĕлĕ ирттернĕ хыççăн каламалли сăмахсене çырнине туртса илнĕ.
1931 çулхи çĕртмен 10-мĕшĕнче ăна совет влаçне хирĕç агитациленĕ тесе айăпланă, 5 çуллăха Мордовири лагере янă.
1931 çулхи çăвăн 8-мĕшĕнче тĕрме тухтăрĕ Аркади аттен сывлăхĕ пирки акт çырнă, Добронравов 64 çултанпа чĕре чирĕпе аптранине палăртнă.
1933 çулхи акан 20-мĕшĕнче куçне ĕмĕрлĕхех хупнă.
Чысласа асăнни
[тӳрлет | кодне тӳрлет]2007 çулхи раштавăн 27-мĕшĕнче Алексий патриарх ертсе пынă Сăваплă Синодăн ларăвĕнче Аркадий Добронравова Раççейри асап тӳснисен тата çылăх каçарттарнисен йышне кĕртнĕ.
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Иосиф (Ключников) передьякон, «Пурнăç çулĕпе», хаçат, 2008, ака, 23.
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Пайăр çынсем, алфавитпа
- Хусан кĕпернинче çуралнисем
- Мордовире вилнисем
- Сăваплисем, алфавитпа
- Пайăр çынсем:Чăваш Ен
- Чăваш Енĕн паллă çыннисем
- Пайăр çынсем:Элĕк районĕ
- 1868 çулта çуралнисем
- 1933 çулта вилнисем
- Акан 20-мĕшĕнче вилнисем
- Совет Союзĕнче репрессиленисем
- XX ĕмĕрти христиан сăваплисем
- XXI ĕмĕрте канонизациленисем
- Вырăс православи чиркĕвĕн протоиерейĕсем