Артемьев Виктор Митрофанович
Курӑнакан калӑплав
Артемьев Виктор Митрофанович | |||||||
Çуралнă вăхăт | 1905 | ||||||
---|---|---|---|---|---|---|---|
Çуралнă вырăн | Раççей империйĕ Пăва уесĕ Алманчă халь Патăрьел районĕ | ||||||
Вилнĕ вăхăт | 1971–мĕш çул | ||||||
Вилнĕ вырăн | СССР Украина ССР Кĕйӳ | ||||||
Пăхăнулăх | СССР | ||||||
Хĕсмет çулĕсем | - | ||||||
Хисеп | Шаблон:СССР, 2-мĕш рангри капитан | ||||||
Çапăçусем/вăрçăсем | Иккĕмĕш Тĕнче вăрçи | ||||||
Чыславсем тата парнесем |
|
Артемьев Виктор Митрофанович - Ленин орденĕн кавалерĕ, 2-мĕш рангри капитан.
Кун-çулĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]1905-мĕш çулта Патăрьел районĕнчи Алманчă ялĕнче çуралнă. Çар службине Ленинградра пуçланă. Срокран юлса взвод командирăн пулăшаканĕ пулнă. Политруксен шкулне пĕтернĕ хыççăн Аякри Тухăçра, торпеда катĕрĕсен дивизионĕнче хесметре тăнă. Вăрçă вăхăтĕнче Атăл флотилинче, кайран Хура Тинĕс флотĕнчи торпеда катĕрĕсен бригадинче нумай çапуçусене хутшăннă. Вăрçă хыççăн Дунай флотилинче. 1949-1950-мĕш çулсенче Мускаври çар-политика академинче вĕреннĕ, ун хыççăн Камчаткăра хĕсметре тăнă. 1971-мĕш çулта Кĕйӳра вилнĕ. Офицерсен династине пуçаракан. Ывăлĕ, Артемьев Виталий Викторович, 1-мĕш рангри капитан.
Чысĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Ленин орденĕ;
- Хĕрлĕ Ялав орденĕ (иккĕ);
- Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ (иккĕ);
- Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçин 1-мĕш шайри орденĕ.
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Батыревская энциклопедия. – Чебоксары, 2005. – С. 25.
Категорисем:
- Пайăр çынсем, алфавитпа
- Пăва уесĕнче çуралнисем
- Патăрьел районĕнче çуралнисем
- Кĕйӳра вилнисем
- Ленин орденĕн кавалерĕсем
- Хĕрлĕ Ялав орденĕн кавалерĕсем
- Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕн кавалерĕсем
- Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçин орденĕн кавалерĕсем
- Википеди:Вăрçă ĕçченĕсем пирки портретсăр статьясем
- Чăваш Ен паллă çыннисем
- Чăваш Енĕн паллă çар çыннисем
- Çынсем, алфавитпа
- 1905 çулта çуралнисем
- 1971 çулта вилнисем