Контент патне куҫ

Алманчă

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Алманчă Almancă
Ялав Герб
Ялав Герб
ПатшалăхРаççей
Федераци субъекчĕЧăваш Ен
Муниципаллă районПатăрьел
Ял тăрăхĕАлманчă
Координатсем54°59′00″ с. ш. 47°46′00″ в. д.HGЯO{{#coordinates:}}: нельзя иметь более одной первичной метки на странице
ПуçлăхФомин Г.М.
Наци йышĕчăвашсем
Вăхăт тăрăхĕUTC+4
Телефон кочĕ+7 83532
Почтă индексĕ429368
Автомобиль кочĕ21, 121
ОКАТО кочĕ97 207 802 001
Алманчă (Раççей)
Точка
Алманчă (Чăваш Ен)
Точка

Алманчă, AlmancăЧăваш Енĕн Патăрьел районĕнчи ял.

Ял Шăнкăртам юханшывĕ хĕрринче вырнаçнă. Çырмана ял патĕнче пĕвеленĕ, урлă çакăнакан кĕпер хывнă. Ял патĕнче юханшыв урлă икĕ тимĕр-бетон кĕпер вырнаçнă. Ялтан кăнтăрарах вăрман кашлать. Тăпри хăйăрлă пулнăран унта нумайрах пайне хырсем йышăнаççĕ. Унсăр пуçне хурăн, ăвăс, юман, вĕрене, чăрăш ӳсет. Йыт çĕмĕрчĕ, кăпчанкă, пилеш, уртăш, шăлан, хĕрлĕ хăва, шур хăва тĕл пулать. Юханшыв хĕррине йăмрасем лартнă. Вырăн-вырăнпа шыв хĕрринче çирĕк тĕл пулать. Çĕр çырли, хура çырла, кĕтмел, пĕрлĕхен тĕл пулать. Тĕрлĕ кăмпа ӳсет.

Халăх йышĕ, ял тытăмĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ялта вăтам шкул, ял вулавăшĕ, культура çурчĕ, фельдшер пункчĕ, халăх музейĕ, почта, перекет банкĕн 4440/023 уйрăмĕ, чиркӳ, 6 лавка, шурă арман пур.

Пĕтĕмĕшле демографи кăтартăвĕсем[1]
Пĕтĕмпе
çул1727179418691897192619391979200220062010[2]
çын148 арçын151 арçын
171 хĕрарăм
238 арçын
229 хĕрарăм
387 арçын
402 хĕрарăм
446 арçын
524 хĕрарăм
586 арçын
680 хĕрарăм
507 арçын
638 хĕрарăм
492 арçын
533 хĕрарăм
1025463 арçын
488 хĕрарăм
  1. А.Г.Хитров урамĕ;
  2. Гагарин пралукĕ;
  3. К.Иванов урамĕ
  4. Ленина урамĕ - Çӳлтикас;
  5. Николаев пралукĕ;
  6. Вăрманхĕрри урам;
  7. Совет урамĕ - Аялтикас;
  8. Суворов пралукĕ;
  9. Тĕп урам;
  10. Чапаев урамĕ - Храхкас;
  11. Шкул урамĕ;
  12. Ырлăх урамĕ
60-мĕш çулсенче волейбол выляççĕ

Яла халĕ Красноармейски районне кĕрекен Алманч ялĕнчен тухнă çынсем никĕсленĕ. Халапсем тăрах вĕсене Айтар, Турай тата Суйкан ятсемпе чĕннĕ. Вĕсем виçĕ ывăл пулнă.

Пĕр архив хутĕнче Шупашкарти çарпуçĕ В. Н. Пушкин 1636 çулхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче Шупашкар уесĕнчи Кĕнер вулăсĕнчи Кушак Пигеевне тата унăн юлташĕсене çак вырăнти çĕрсене уйăрса пани çинчен çырни пур. Ку çĕрсем вăл вăхăтра пушă выртнă.

XVII ĕмĕр вĕçĕнче ялта 35 кил пулнă.

XVIII ĕмĕрĕн 50-60-мĕш çулĕсенче ял çыннисен пĕр ушкăнĕ хальхи Самар облаçĕнчи Мака Таяпине куçса кайнă [3]

XIX ĕмĕр пуçламăшĕнче ялта 55 кил пулнă, 151 арçын, 171 хĕрарăм пурăннă. XIX ĕмĕр варринче ялта 50 кил пулнă, вĕсенче 222 арçын, 221 хĕрарăм пурăннă[4].

XX ĕмĕр пуçламăшĕ тĕлне ялта 154 килте 475 арçын, 468 хĕрарăм пурăннă. Граждан вăрçи вăхăтĕнче Шурă çар ялта пĕр кун хушши тăнă. Пĕр кун Патăръелнелле кайнă, тепĕр кун, Крепков отрячĕпе çапăçнă хыççăн каялла Пăва хулинелле кайнă.

Вăрçа 218 çын тухса кайнă, çурри ытла каялла таврăнайман. Паттăрсене асăнса ялти клуб умĕнче палăк çĕкленĕ.

Ялта маларах юханшыв тăрăх тăсăлнă икĕ урам пулнă, пĕр кил пуçне 40 сотка çĕр тивнĕ. 1960-мĕш çулсенче 25-шар сотка анчах хăварнă. Çав каснă çĕрсем çине малтан колхоз усă курнă, каярахпа уйрăм çынсене çурт лартма уйăрса панă. Çавăнтанпа ялта пралуксенче те çуртсем лартма тытăннă.

Яла электричество 1967 çулта, асфальтлă çул 1973 çулта, газ пăрăхĕ 2003 çулта çитнĕ.

Ку ял çыннисем Улатăр районĕнчи Суйкăн ялне никĕсленĕ. 1928 çулта 8 çемье Хырла юханшывĕ хĕрринче Ырлăх ялĕ никĕсленĕ.

Малтан Пăва уесне кĕнĕ. 1920 çулхи çĕртме уйăхĕн 25 хыççăн Пăва кантонне кĕртнĕ. 1921 çулхи чӳк уйăхĕн 17-пе 1927 çулчен Патăръел уесне кĕнĕ. 1918-мĕш çулччен Тимпаел вулăсне кĕнĕ, кайран Шăмалак вулăсне кĕме пуçланă.

1927 çулхи юпа уйăхĕн 1 Мăн Патăръел районне кĕнĕ. 1935 çулхи çу уйăхĕн 19 хыççăн Патăръел районне, 1939 çулхи нарăс уйăхĕн 22 хыççăн Чкаловски районне, 1957 çулхи чӳк уйăхĕн 20 хыççăн хальхи вăхăт таран Патăръел районне кĕрет[5].

Паллă çынсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. Чăваш энциклопедийĕ
  2. Численность населения городских округов, муниципальных районов, городских и сельских поселений, населенных пунктов Чувашской Республики по итогам Всероссийской переписи населения 2010 года. Стат. сборник / Чувашстат - Чебоксары, 2012 – 82 с.
  3. Чăваш энциклопедийĕ
  4. Симбирская губерния 1859 г. Артемьев А. И.(ĕçлемен каçă)
  5. Чăваш Ен пурăнан вырăнсем(ĕçлемен каçă)

И.М.Матросов, С.Я.Карягин, А.И.Мефодьев Батыревская энциклопедия..