Архипов Дмитрий Семёнович

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Архипов хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.
Дмитрий Архипов
Архипов Дмитрий Семёнович
Çуралнă чухнехи ят: Архипов Дмитрий Семёнович
Çуралнă вăхăт: 1889, [[]],
Çуралнă вырăн: Çĕнĕ Йĕлмел ялĕ, Пăва уесĕ, Чĕмпĕр кĕперни (халĕ Тутарстанти Çĕпрел районĕнчи Çĕнĕ Йĕлмел)
Вилнĕ вăхăт: 1942
Вилнĕ вырăн: Шупашкар
Гражданлăх: ССРП ССРП
Стиль: Реализм, соцреализм

Архипов Дмитрий Семёнович (1889-1942) — чăваш ÿнерçи

Биографи[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Интернетран[1]:

<Кĕске куçару: Н.В.Муромцев аса илнĕ тăрăх, Д.С. Архипов Чĕмпĕр кĕпернин Пăва уесĕн Упи вулăсĕн Çĕнĕ Йĕлмел ялĕнчен тухнă çын пулнă. Сĕм тăлăхскер, тăххăрта чухне Çурçĕр Кавказа лекнĕ. Осетин-генерал именийĕнче ÿкерме тата фотоаппартпа сăнсем тума вĕреннĕ. Кавказран таврăнсан Чĕмпĕрти чăваш шкулне пырса лекнĕ. Н.Ф.Некрасовран çуллă сăрăпа карччынсем тума вĕреннĕ

Çавăнтанах:рчĕксем

Çавăнтанах:

« Урампа утса пыракан икё çамрăка вăхăтлăха чарăнма ыйтрăм.

«Эсир Д. Архипов художник инчен илтиё-и?» - тесе ыйтсан вёсем йёркеллён хуравлама пултараймарёç. Çак ялта çуралса ÿснё ентеше ют çёршывсенче лайăх пёлеççё пулсан, тăван ялёнче вара... маннă. Шел пулин те, ентешёсем ун çинчен П. С. Быков çырнă алырусене вуласа тухнă хыççăн çеç пёлчёç.

«... Пирён ялта революциччен Архипов Степан (ятне автор арпаштарма пултарнă - Н.К.) пурăннă. Вл тёрлё тёслё çуллă сăрăсемпе илемлё картинсем ÿкернё. Художникĕн хăш-пёр ёçёсем ялта упранаççё .

Малти касра пурнакан Улькинсен килёнче вăл ÿкернё портрет çакăнса тăрать. Архиповăн картиниисем, паллах, тата ытти килсенче те пур. Малти кёпер леш енчи çырма айккинче пурнакан карчăкăн (шел, хушаматне çырман - Н. К.) мăшăрён çамрăк чухнехи портречё çакăнса тăнине астăватăп. Картинсене 1905-1910 çулсенче ÿкернё пулмалла .

Коллективизаци вăхăтёнче вăл ÿкернё пуянсен портречёсем çухалнă.

Нумайăшне çунтарса янă, терё. Ялта художникĕн картинисем сахал мар пулнă...» Çак йёркесене вуласа тухнă хыççăн ялти ватăсенчен художник çинчен ыйтса пёлме шутларăм. Çак тёллевпех яла пырса çитрём. Чи малтан Г. П. Утеева (Улькина) патне кётём. Кил хуçийё Галина Петровна сакрвуннăсене çывхарса пырать. Мăшăрё вара вилнё хыççăн В. К. Утеева качча тухать. Иккёмёш мăшрёпе вёсем 4 ача пăхса çитёнтернё. Эпё мёнле тёллевпе килнине пёлсен кил хуçи мана сĕтел хушшине ларма сёнчё. Кивё хутсен папкине кăларса хучё .

- Архипов Митюк художник çинчен илткеленччё эп, - калава пуçарчĕ ват хёрарăм. - Архипов Юманккан аслашшёпе пĕр тăвансем вёсем. П. С. Быков Киевран килсен пирён патăрта хăнара пулчё .

Художникĕн картинине пăхса савăнчĕ. Ак вăл (мана кăтартать).

Художник Улькин Федот амăшён (Улькина Анна) портретне ÿкернё. Картина паянхи кунччен те лайăх сыхланса юлнă. Портрета художник çуллă сăрсемпе пир çине ÿкернĕ. Кунта унăн хăйне евёрлĕ почеркё, вăрттăнлăхё сăнланнă. Тепёр ÿкерчёкĕнче Д. Архипов Улькин Элекейён портретне ÿкернĕ пулнă. Шел, вăл паянхи кунччен сыхланса юлман. Смоленцовсен патёнче те вăл ÿкернĕ ÿкерчĕксем пурри çинчен пёлтём. Художник JI. Н. Николаева ашшён сăнне ÿкернĕ.

»

Ак çапла калани пур[2]:

« »
« »

Пултарулăх ĕçĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ӳкерчĕксене Чăваш патшалăх ӳнер музейĕнче, Йĕпреç, Сĕнтĕрвăрри, Октябрьское, Янгорчино ӳнер галерейисенче кăтартаççĕ.

Чыславсем, парнесем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

« »

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Архив Ленинградского отделения Академии Наук СССР, ф. 250, оп. 5, ед. хр. 50, 1925, с. 14 .
  • М. А. Спасский. Очерки по родиноведению. Казанская губерния .Казань, 1913, с.51 .
  • А. Иванов (Ехвет). «По следам находок» (К истории русскочувашских культурных связей), Чебоксары, Чувашское книжное издательство, 1977, с.56-61 .
  • Н. А Ургалкина. «Чувашское советское искусство». Чув. книжное изд-во, Чебоксары, 1973, с.59 .
  • Eгоров, А. Илемлĕхпе лайaх кăмăл ăсти / А. Eгоров // Пике. – 1996. – № 3–4. – С. 30–32.
  • Журавлев, С. Австри нимĕçĕн йăхĕнчен / С. Журавлев // Ар. – 2002. – 15–21 юпа.
  • Карягина, М. Ырaлма, тасалма. Чиркĕве кайнă пек / М. Карягина // Тантăш. – 1996. – 26 кaрлач (№ 5). – С. 8.

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]