Контент патне куҫ

Асов Александр Игоревич

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Барашков хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.
Александр Асов
Çуралнă чухнехи ят: Александр Игоревич Барашков
Çуралнă вăхăт: 1964, çĕртме, 29
Çуралнă вырăн: Сокольское паççулкки, Сокольски районĕ, Иваново облаçĕ
Гражданлăх: ССРП РФ
Ĕçлев тĕсĕ: прозăç, сăвăç, публицист, редактор, журналист
Пултарулăх çулĕсем: 1990 - х. в.
Тĕлĕ: фолк-хистори, çăмăллатнă лингвистика
Ĕçсен чĕлхи: вырăс
http://asov.org/educatorsoft.com/alexandracov/index.html

Алекса́ндр И́горевич А́сов (малтанхи хушамачĕ — Барашков, псевдоним — Бус Кресень) — çыравçă, уйрăмах «Велес кĕнекине» (ВК) куçарнипе, комментатор, интерпретатор пулнипе паллă. 1992 çулта вăл хăйĕн пĕрремĕш ВК куçарнă. Асов кĕнекене пурин валли те килĕшӳллĕ майлаштарнă: ăна «Велес», «Влес кĕнеки» мар тенĕ. Çав ята халь пурĕ те йышăннă.[1] 1992 çулчен — Бара́шков (малтанхи хушамачĕ — Барашков, псевдоним — Бус Кресень).

1964 çулхи çĕртмен 29-мĕшĕнче Иваново облаçĕн Сокольски районĕнчи Сокольское паççулккинче çуралнă[2]. Вăтам пĕлĕве Улатимĕр облаçĕн Гороховце хулинче илнĕ. 1978 çулта ВЛКСМ ретне тăнă (пайташ билечĕн № 49032831). 1987 çулта Мускав университечĕн физика факультетĕнче (тинĕс тата типçĕрти шывсен физики кафедринче[3][4] аслă пĕлӳ илнĕ.

1989—1992 çулсенче ССРП ĂА шыв проблемисен институтĕнче аспирантурăра вĕренсе тухнă[5].

1991—1998 çулсенче — литература ĕçлевçи, 1998—2005 çулсенче — штатра мар ĕçлевçи, 2005—2007 çулсенче — «Наука и религия» журналра славянлăх историйĕ уйрăмĕн редакторĕ. Çаплах çав хушăрах журнал редколлегине кĕнĕ[6].

1993 çулта Вырăс истори пĕрлĕхĕн Мускаври уйрăмĕн пайташĕ пулса тăнă (пайташ билечĕн № 020).

Тĕнчери славян институчĕ çумĕнчи «Тĕнчери славянсен Кирилл-Мефодий çутĕç академинчи» Пĕрлĕхлĕ академин корреспондент-пайташĕ[7].

«НГ-Религии», «Голос Родины», «Солидарность», «Оракул», «Континент», «Президент» хаçатсенче, «Родина», «Наука и религия», «Техника — молодёжи», «Молодая гвардия», «Чудеса и Приключения» журналсенче хăйĕн ĕçĕсене пичетленĕ. РЕН-ТВ («Территория заблуждений», И. С. Прокопенко)[8], ТВЦ[9], ТВ-3[10], Столица телеканалĕсенче тухса калаçнă.

«Велес кĕнекине» куçарнă ĕçсем хушшинче чи паллисене Асов çырнă. Вăл çĕнĕ тăван тĕнĕн çыравçи тата идеологĕ тенипе паллă шутланать. «Велес кĕнекин» чăннăлăхĕ майлисен таврашĕнче Асов куçарнине цитатăлаççĕ, ăна тĕпе хурса калаçаççĕ[11]. Миролюбовпа Асовăн «фольклор» шухăшĕсемпе, сăмахран, 2001 çулта Юрий Петухов пичетленĕ «Русская Хазария. Новый взгляд на историю» псевдоистори кăларăмĕнче ускурнă. Авторсем тĕпчевçĕ-профессионалсене тĕрĕсмарлăх шурлăхне кайнă тесе айăплаççĕ[12].

Публикацисем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ «Этот живой журнал — в самом деле мой. А я — в самом деле А. И. Асов (по паспорту). Это справка в том числе и для Википедии, раз уж они спросили.» — Асов А. И. Верхний пост: для чего создан журнал и правила для гостей // ЖЖ. — 21.03.2035.
  2. ^ Асов А. И. Идентификация для ЖЖ // Официальный канал А. И. Асова. — Youtube, 14.06.2015.
  3. ^ Попов, 2010, Асов (Барашков) Александр Игоревич закончил отделение геофизики и аспирантуру Московского университета
  4. ^ «ФИО: Барашков Александр Игоревич, группа: 630, кафедра: физики моря и вод суши» — Физический факультет МГУ, выпуск 1987 года. Общий список // База данных выпускников на официальном сайте физического факультета МГУ.
  5. ^ Асов А. И. Заметки для исправления статьи в Википедии // ЖЖ. — 19.06.2016.
  6. ^ Попов, 2010, Член редколлегии журнал «Наука и религия»
  7. ^ Асов А. И. 100 фактов обо мне на 2010 год // ЖЖ. — 09.03.2010.
  8. ^ Прокопенко И. С. Территория заблуждений // РЕН-ТВ.
  9. ^ Ляховицкая Тайны «Велесовой книги» // ТВЦ. — 1998.
  10. ^ Голос ТВ Тайные знаки: Книга Заклинаний // ТВ-3. — 2008.
  11. ^ Творогов О. В. К спорам о «Влесовой книге» // Что думают учёные о «Велесовой книге» : сб. ст. / Рос. акад. наук, Институт рус. лит. (Пушк. Дом) ; Сост. А. А. Алексеев. СПб. : Наука, 2004. С. 6—30.
  12. ^ Русская Хазария. Новый взгляд на историю / сост. Ю. Д. Петухов. М. : Метагалактика, 2001.

Литература

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Шаблон:Славянсен çĕнĕ тăван тĕн