Контент патне куҫ

Иваново облаçĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Иваново облаçĕ
Ивановская область  

Иваново облаçĕн ялавĕ Иваново облаçĕн гербĕ
Тĕп хули Иваново
Лаптăкĕ

- Пĕтĕмпе
- шыв пайĕн %.

74-мĕш

21 437 км²
2,01

Халăх йышĕ

- Пĕтĕмпе
- Йышлăх

56-мĕш

914 725 çын патнелле (2023)
42,67 çын çын/км² патнелле

Федераци тăрăхĕ Вăта федераци тăрăхĕ
Экономика регионĕ Вăта экономика районĕ
Регион номерĕ 37
Патшалăх чĕлхисем Вырăс
Губернатор Воскресенский Станислав Сергеевич
Облаç думи председателĕ Дмитриева Марина Авенировна
Гимн Иваново облаçĕн гимнĕ
Вăхăт тăрăхĕ ГВ +0300

Иваново облаçĕ (выр. Ивановская область) — Раççейĕн тĕп пайĕнче вырнаçнă облаçĕ. Тĕп хули — Иваново. Мускавран Ивановăна 318 км.

Облаç территорийĕ: 21 437 км2. Юнашар çĕрсем: Ярославль, Улатимĕр, Кострома тата Чулхула облаçĕсем.Облаç Раççейăн Ервопă пайĕн варринче, Атăлпа Клязьма хушшинче вырнаçнă. Çурçĕртен кăнтăралла - 158 км, хĕвелтухăçĕнчен хĕвеланăçне - 230 км.

1918 çулхи утă уйăхĕн 20-мĕшĕнче Иваново-Вознеснск кĕперен тĕп хули пулса тăрать. Унта Кострома кĕпернинчи Кинешма, Юрьевец уесчĕсем туллинех тата Нерехта уесчĕн пайĕпе Улатимĕр кĕпернинчи Шуй уесĕпе Ковровпа Суздаль уесĕсен пайĕсем кĕреççĕ. 1929 çулхи чӳкĕн 14-мĕшĕнче революциченхи Улатимĕр, Кострома, Ярославль кĕпернисене пĕрлештерсе Иваново промăçлăх облаçне тăваççĕ. Кунта 5 миллиона яхăн çын пурăннă. Продукци хакĕпе ку облаç Мускавпа Ленинградран кăна кая юлнă. Кунта пĕтем союзри 49 % хут, 77 % йĕтĕн пир-авăрне тунă. Облаçра 65 хулапа поселок пулнă, весем хушшинче Иваново-Вознесенск, Ярославль, Улатимĕр, Кострома, Рыбинск, Ковров.

  • Халăх йышĕ 1079,6 пин çын ( 2008 кăрлач) (1114,9 — 2005).
  • Йышлăх : 50,4 çын/км² ( 2008 кăрлач) (51,1 — 2005).
  • Хулара пурăнакансем: 80,8 % ( 2008 кăрлач).
Халăх2002 йышĕ, пин (* 2012 ҫулхи Кӑрлач уйӑхӗн 26-мӗшӗнче архивланӑ.)
Вырăссем1075,8
Украинецсем10,6
Тутарсем8,2
Эрменсем4,0
Белоруссем3,5
Азербайджансем3,2
Чикансем2,0
Ирçесемпе Мăкшăсем1,9
Чăвашсем1,6
Молдавансем1,2
1000 çынран нумайрах халăхсене кăтартнă

Административла пайлани

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Облаçре 21 район, 4 хула районĕ (Иваново хулинче — Ленин, Совет, Октябрь, Фрунзе), облаçе пăхăнакан 6 хула, района пăхăнакан 11 хула тата 31 рабочи поселокĕ.

Иваново облаçĕн административла пайлани
№ п/в Иваново облаçĕн районĕсем Район тĕп хулисем
1 Тури-Ландех районĕ Тури Ландех пгт
2 Вичуга районĕ Вичуга хули
3 Гаврилово-Посад районĕ Гаврилов Посад хули
4 Заволжск районĕ Заволжск хули
5 Иваново районĕ Иваново хули
6 Ильинск районĕ Ильинское-Хованское пгт
7 Кинешма районĕ Кинешма хули
8 Комсомольски районĕ Комсомольск хули
9 Лежнево районĕ Лежнево пгт
10 Лух районĕ Лух пгт
11 Палех районĕ Палех пгт
12 Пестяки районĕ Пестяки пгт
13 Приволжск районĕ Приволжск хули
14 Пучеж районĕ Пучеж хули
15 Родники районĕ Родники хули
16 Савино районĕ Савино пгт.
17 Тейково районĕ Тейково хули.
18 Фурманов районĕ Фурманов хули
19 Шуя районĕ Шуй хули
20 Южа районĕ Южа хули
21 Юрьевец районĕ Юрьевец хули

Çавăн пекех пăхăр

[тӳрлет | кодне тӳрлет]