Ассири

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Перейти к навигации Перейти к поиску
Ассири ӗмпӳвӗ пирӗн эрӑччен 654 ҫ.

Ассири (аккад. [Aššur]; араб. أشور‎ [Aššûr]; ивр. ‏אַשּׁוּר‏‎ [Aššûr]; арам. ܐܫܘܪ [Ašur]; ассир. ܐܬܘܪ [Atur]; ав.-арм. Ասորեստան [Asorestan]) — Авалхи Месопотами, хальхи ҫурҫӗр Ирак метрополиллӗ ҫӗрӗсен вырӑнӗнчи патшалӑхӗ, унта авалхи ассири халӑхӗпе вӗсем пӑхӑнтарнӑ халӑхсем пурӑннӑ. Ассири халӑхӗ ҫар ӗҫне, ӳнер тата архитектурӑна пӗлтерӗшлӗ хывӑм кӗртнӗ, вавилон халӑхӗпе пӗрле вӗсем анлӑ та пуян литература туса хунӑ. Вӗсен тӗнӗ месопотами тӗнӗпе ҫывӑх тата тымарӗсемпе шумер аваллӑхне кӗрет, анчах вӗсен хӳҫалӑхпа йӑла-йӗркесем хӑйсен уйрӑмлӑхлӗ пулнӑ. Малтан ҫӗршывпа тивӗҫри пуҫлӑхсем, кайран патшасем; пӑхӑнуллӑ тата тӗп ҫӗрсемпе — вырӑна лартнӑ пуҫлӑхсем, каярах тавралӑх пуҫлӑхӗсем, вӗҫӗ-хӗррисӗр вӑрҫӑсем пынӑ май ҫар пуҫлӑхӗсем те ертсе пынӑ.

Ассири патшалӑхӗн кун-ҫулӗ 1800 ҫула яхӑн пынӑ тата Авалхи Хӗвелтухӑҫ валли ҫителӗклех хӑйне майлӑхӗпе уйӑрӑлса тӑнӑ пулнӑ. Ирхи бронза ӗмӗрӗнче хула-патшалӑх пек чӑмӑртанса, ирхи хӗвелтухӑҫ деспотийӗсенчен иртсе (аморей династине шута кӗрмесен), вӑл ҫӳллӗ шайа ҫити аталаннӑ кайри бронза ӗмӗрӗн Ассири патшалӑхӗ пулса тӑнӑ, вара, каярах, бронза коллапсӗнчен чыслӑн ҫӑлӑнса тухнӑ. Ӑнӑҫуллӑ кун-ҫула пула Ассири мӑнаҫлӑ та хӑватлӑ деспоти, малтан йывӑрлӑхсемпе, кайран вара этем кун-ҫулӗнчи пӗрремӗш импери пулса тӑнӑ. Анчах вӑл та, ыттисем пекех, арканса пӗтнӗ.

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Ассирия // Энциклопедический словарь Брокгауза и Ефрона : в 86 т. (82 т. и 4 доп.). — СПб., 1890—1907.
  • Егер О. Всемирная история. — Т. 1. Древний мир. — СПб.: Полигон; М.: ООО «АСТ», 2010. — 672 с.: ил. — ISBN 978-5-17-050157-1, 978-5-89173-401-2.
  • История древнего Востока. От ранних государственных образований до древних империй / Под ред. А. В. Седова. — М.: Издательская фирма «Восточная литература», 2004. — 896 с. — ISBN 978-5-02-018388-1.
  • Лессеэ Й. Древние ассирийцы. Покорители народов / Пер. с нем. А. Б. Давыдовой. — М.: ЗАО «Центрполиграф», 2012. — 272 с. — Серия «Загадки древних народов». — ISBN 978-5-9524-4985-5.
  • Масперо Г. Ассирия. Во времена Рамзеса и Ассурбанипала / Пер. с франц. Е. Григорович. — М.: Изд-во М. и С. Сабашниковых, 1916. — 296 с.: ил.
  • Москати С. Древние семитские цивилизации. Вавилоняне, ассирийцы, хананеи / Пер. с англ. Л. А. Игоревского. — М.: ЗАО «Центрполиграф», 2012. — 256 с. — ISBN 978-5-9524-5006-6.
  • Мочалов М. Ю. Ассирийская держава. От города-государства — к империи. М.: Вече,2015. — 320 с.— ISBN 978-5-4444-2456-8.
  • Мочалов М. Ю. Древняя Ассирия. — М.: Ломоносовъ, 2014. — 240 с. — Серия «История. География. Этнография». — ISBN 978-5-91678-193-9.

Каҫӑсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]