Контент патне куҫ

Пархи ĕмпÿлĕхĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
(Пархи патшалăхĕ ҫинчен куҫарнӑ)
Пархи патшалăхĕ

Пархи патшалăхĕ хăйĕн чи мăнаçлă тапхăрĕнче, пирĕн эрăччен 60
Официаллă чĕлхисем Пархи
Тĕп хулисем Ктесифон,
Экбатана,
Монархсем Аршак I Пархи,
Аршак II,
Фрияпатий (Приапат),
Фраат I... тата урăх.
Никĕсленĕ пирĕн эрăччен 247
Аркатнă 220.

Пархи патшалăхĕ, Пархи Ен, Пархи — пирĕн эрăччен 250 çул тĕлне пулса тăнă, Каспи тинĕсĕнчен кăнтăр-тухăçалла, хальхи Туркменистанăн территоринче вырнаçнă авалхи патшалăх (çак территорин вырăнти халăхĕ — пархи иран йăхĕ). Хăйĕн мăнаç тытăмлăхĕнче (пирĕн эрăччен I ĕмĕрĕн варри) сĕмĕ Месопотамирен Инди чикки çитине сарăлнă; 220-мĕш çулсенче арканса пĕтет.

Пархи патшалăхĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Пархи патши Митридат I пирĕн эрăччен пирĕн эрăччен 170—пирĕн эрăччен 138/пирĕн эрăччен 137 Селевкидсен тухăç сатрапине — Персие, Месопотамин, Эрменин чылай пайне тата Грек-Бактри патшалăхăн Гиндукуш таран çĕрне туртса илет. Вăл патшасен патши титулне йышăнать, Ахеменидсен несĕлĕ пулнине пĕлтерет. Селевкидсем хăйсен тăрамне тавăраймаççĕ —Антиох VII селевкид патшин çарне 129 çулта çĕмĕрсе тăкаççĕ. Çавна пулин те Пархи чылай вăхăт кӳршисенчен хӳтĕленме тивет. Дрангианăна, Арейăна тата Маргианăна, çаплах çурçĕр Месопотамине Митридат II (пирĕн эрăччен 123—88/87) çĕнтерсе хăй çумне хушнă хыççăн çеç, пархисем Сирири Селевкидсен политикă кĕрешĕвне хутшăнаççĕ. Ун чухне пархисен политика сĕмĕнче Аслă Эрмени пулнă (пирĕн эрăччен 95 астула Тигран II çĕнтерсе илнĕ) пурăннă.

Македони Александрĕ вилнĕ хыççăн (пирĕн эрăччен 323) унăн монархи патшалăхĕ тепĕртакран темиçе пайа сапаланать. Иран чи малтан Сирире хуçаланнă Селевкидсен тытăмлăхĕнче пулнă, анчах та Аслă Александр вилсен ютçĕр çынни Атропат Мидире хăйĕн Атропатена патшалăхне туса хурать. Пысăкрах çĕршывсем Тухăç енче пулса тăраççĕ — Грек-Бактри патшалăхĕ Иранăн çурçер-тухăçĕнче (пирĕн эрăччен 256 çултанапа) тата Хурасанри Пархи патшалăхĕ.

Пирĕн эрăччен 250 ҫ. сак юркăнĕсен Аршак ăрăвне пуçаракан Аршак ертсе пынипе парнă йăхĕсем Селевкĕсен Пархиен, е Пархи сатрапине тата юнашар Гиркани çĕрне туртса илнĕ. Селевк II пирĕн эрăччен 230—227 çулсенче Аршакидсенчен Пархине тавăрасшăн хăтланать, анчах та унăн ăнăçу пулмасть. 209 çулта Пархине селевкĕ патши Аслӑ Антиох III ярса илет, анчах та Пархи каллех хăйĕн ирĕклĕхне çĕнтерсе илет. Парнăсем вырăнти йăхсемпе — пархисемпе хутшăнса каяççĕ.

Римпе хутшăнни

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Скифи тата Пархи

Пирĕн эрăччен 92 çулта татăçу йĕркипе Пархипе Рим хушшинчи чикĕ Евфрат пулса тăрать. Ород II (пирĕн эрăччен 57—37/36 тĕлне) Пархи патши тапхарĕнче Красс рим çарĕсем Пархи шутĕнчи Месопотамие тапăнса кĕреççĕ те çав тери йывăр аркану тӳсеççĕ. Пирĕн эрăччен 40 çул тĕлне пархисем пур Кĕçĕн Азие тенĕ пекех, Сирипе Палестинăна туртса илеççĕ. Çакă Рим мăнаçлăхне хавшаклатать, пирĕн эрăччен 39—37 çулсенче римсем каллех хăйсен ку çĕрсенче хăйсен тытăмне çирĕплетеççĕ, анчах та Антони пирĕн эрăччен 36 çулта Мидири Атропатен патĕнчи çапăçура Евфрат çине пыракан Рим сĕмне чарса лартать.

Август тапхăрĕнчен пуçласах рим императорĕсем пархи астулĕшĕн хĕрсе пынă кĕрешĕве хутшăннă. Пархире политика икĕ ушкăнĕ пулнă: пĕррисем — шалти чура тытакан çынсемпе Месопотамипе Вавилон грекĕсем тата паллă пархисем, вĕсем Римпа сутă-илӳ тытса пырасшăн тăрашнă, теприсем —юркăн йăхсемпе çыхăннă Пархири вырăнти ăрусем, вĕсем Римпа хирĕçӳллĕ пулнă, çĕнĕ çĕрсене туртса илесшĕн тăрмашнă. Çак вăйсене пула темиçе граждан вăрçи хыпать, I ĕмĕрте хĕрсех каять. 43 çулта Тигр çинчи Селевкири пархисее хирĕç пăлхав хыпса тухать, грек хулисем автономи статусне çухатаççĕ, эллинсемпе римсене хирĕç ĕçсем хунаса пыраççĕ. Вологес I (51/52—79/80 тĕлне) чух тăнăç лару-тăру пулса тăрать, хастар политика пурнăçа кĕрет. 66 çулта Аслă Эрмени астулне Вологесăн шăллĕ Тиридат I (Аршакидсем) йышăнать.

Пархи патшалахĕ сӳнни

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Анчах та, часах вырăнти сепарат сĕмĕ ӳснĕ май, пĕрремĕш ăрусем хушшинчи хирĕçӳсене пула, юркăн алансем пĕрмай тăпăннипе Пархи патшалăхĕ сӳни тапхăрне куçать. Çакăнпа римсем усă кураççĕ — Пархин анăç çĕрĕсене тустараççĕ. Пархисене Траян хытă сăтăр тăвать, вăл Эрменипе Месопотамие туртса илет, Ктесифона йышăнать. Пархисем римсене (Артабан V чух (216—226) çĕмĕреççĕ пулин те, çапах та эрмение тата Месопотамин пайне çухатаççĕ, çакăн хыççăн вара политика арканăвĕн юхăмне чарма нимĕн те пултарайман. Тӳрех Маргиана, Сакастан, Гиркани, Элимаида, Парса, Харакена, Хатра (хула) ирĕке тухаççĕ. Тулашр тата ăшĕнчи хирĕçӳсем çĕршыва çав тери хавшаклатаççĕ. Кирпа Дарий тăван çĕрĕнче — Персире — патшалăха хирĕç çĕкл. Арташир, Папак ывăлĕ, Сасан мăнукĕ, вырăнти тăрăмĕ, пĕтĕм Персине хăйне пăхăнтарать те пархи Аршакидсемпе кĕрешĕве тухать. 226 çулта Артабан çапăçура пуçне хурать, вара «патшасен патшин» астулне Сасан ăрăвĕ йышăнать.