Контент патне куҫ

Атанас Далчев

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Далчев Атанас
Çуралнă вăхăт: 1904, çĕртме, 12
Çуралнă вырăн: Салоники
Вилнĕ вăхăт: 1978, кăрлач, 17
Вилнĕ вырăн: София
Гражданлăх: Пăлхари Пăлхари
Ĕçлев тĕсĕ: сăвăç, тăлмач
Дебют: 1921
Парнесем: Вена университечĕн Гердер премийĕ
Чыславсем: «Хисеп Палли» орденĕ

Далчев Атанас Христов (12.6.1904, Салоники — 17.1.1978, София) — пăлхар сăвăçи, тăлмачĕ.

Салоникире, Кириллпа Мефодийĕн тăван хулинче çуралнă. Софийăри пĕрремĕш арçын гимназинче, классика профилĕпе, вĕренсе тухнă. 1921 çулта шкул хаçатĕнче пĕрремĕш сăввине пичетленĕ. Гимнази хыççăн, Далчев София университечĕн философи факультетне вĕренме кĕнĕ.

1923 çултанпа «Гиперион», «Демократической обзор» тата «Восток» журналсенче пичетленет. 1926 çулта ултă уйăх хушши Римре пурăнать, ӳнер историпе лекцисене итлет. 1927 çулта тусĕсемпе пĕрле хăйĕн «Стрелец» хаçатне кăларма тытăнать, унтах «Стрелец» литература кĕтесĕ ĕçлет. 1928 çулта Парисе тухса каять, Парис университетĕнче лекцисене çӳрет, франс чĕлхине вĕрентекен курсĕнче вĕренет, каярах Лондона çитет.

Киле таврăнсан шкулта ĕçлет, куçарать. Тепĕр виçĕ çултан, коммунистсем влаç илсен, ăна штат ĕçне тата пӳрте çухатать. Çемье тăрантарас тесе нумай ĕçлет, çырма вăхăт юлмасть. Пăлхарла Хосе Ортега-и-Гассета, Бальзака, Стендале, Лафонтена, Чехова, çаплах Гельдерлинăн лирика поэзине куçарать.

1952 çулта Далчев «Пламыче» («Çулăм») журналăн редакторĕ пулса тăрать

Пултарулăхри шăплăхĕ хыççăн 1927 çулта «Фрагменты» поэзипе философи афоризмĕсен тата критика шевлисен пухмачне пичетлесе кăларать.

1956 çулта кăна Далчев каллех çырма ларать. 1972 çулта «Балкон» пухмач кун çути курать.

1974 çулта III степеньлĕ Пăлхари Халăх Республикин орденĕпе чысланă.

1967 çулхи раштавăн 16-мĕшĕнче ССРП Аслă Канашĕн Президиумĕн Хутайĕпе Пăлхарире вырăс тата совет литературине популяризацилес ĕç-хĕле ӳсĕм кӳнĕшĕн Атанас Далчева «Хисеп палли» орденĕпе чысланă.

Пултарулăхĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Атанас Далчев поэт çĕнĕ эстетика формулине уçнă.

Далчев хайлавĕсене франс, словак, чех, венгр, вырăс, нимĕç, итал, поляк, финн, испанский, акăлчан, турккă, китай, япон, араб, швед тата урăх чĕлхесене куçарнă.

  • Окна, 1926 ç.
  • Стихотворения, 1928 ç.
  • Париж, 1930 ç.
  • Ангел Шартре, 1943 ç.
  • Стихотворения, 1965 ç.; 1969 ç.
  • Фрагменты, 1967 ç.
  • Балкон, 1972 ç.

Вырăсла кăларнисем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • Избранное. Пер. с болгарского. Предисл. Д. Самойлова. — М.: Художественная литература, 1974. На русский язык стихотворения Атанаса Далчева перевела Мария Петровых[1].
  • Избранное. — София Пресс, (Пер. с болгарского на рус. яз. М. Петровых; Проза М. Тарасовой) 1980. (библиотека «Болгария»)

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]