Контент патне куҫ

Атлантика океанĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
(Атлантика океанӗ ҫинчен куҫарнӑ)
Атлантика океанĕ
Лаптăк 91,66 млн км²
Калăпăш 329,66 млн км³
Чи тарăнăшĕ 8742 м
Вăтам тарăнăш 3736 м

{{#coordinates:}}: нельзя иметь более одной первичной метки на странице

Атлантика океанĕ, — лаптăкĕпе иккĕмĕш вырăнта тăракан океан. Тинĕсĕсемпе пĕрле лаптăкĕ 91,6 млн км2 танлашать. Объемĕ 329,7 млн. км3 патнелле, вăтамран тарăнăшĕ — 3600 м, чи тарăн выран — 8742 м (Пуэрто-Рико валашки)

Пысăк кӳлмексем: Бискай кӳлмекĕ, Гвиней кӳлмекĕ, Мексика кӳлмекĕ.

Паллă утравсем: Британ утравĕсем, Исланди, Ньюфаундленд, Мăн тата Пĕчĕк Антил утравĕсем, Канар утравĕсем, Симĕс сăмсах утравĕсем, Фолкленд (Мальвин) утравĕсем.

Çурçĕр енчи юхăмсем Çурçĕр Парлă океанăн юхăмĕсемпе тăчă çыхăннă. Океанăн варринче шыв ăшăннă хыççăн Гольфстрим юхăмĕпе çурçĕрелле юхса каять. Çурçĕре çитсен сивĕнет те Çурçĕр Пăрлă океанăн шывĕсемпе пĕрлешет.

Юхăмсем: Гольфстрим, Канар юхăмĕ, Лабрадор юхăмĕ, Пассат юхăмĕ.

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]