Контент патне куҫ

Ауновская Ольга Константиновна

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
О. К. Ауновская (сылтăмра) тĕнчери «Культура урлă сывлăх патне» пĕрлĕх юхăмĕн Правлени Председателĕпе Л. А. Бобинăпа

Ауновская Ольга Константиновна (1925 çулхи карлач уйăхĕн 29-мĕшĕ, Кейӳ облаçĕ, Каменка ялĕ — 2010 çулхи нарăс уйăхĕн 22-мĕшĕ, Кейӳ) – сăвăç, журналист, Украинăри (Кейӳ хули) тĕнчери «Культура урлă сывлăх патне» пĕрлĕх юхăмĕн регионри организацийĕн аслă представителе, Николай Рерих ячĕллĕ премин лауреачĕ.[1][2]

Мемориальная плита на месте захоронения праха О. К. Ауновской
Виктор Скуминпа Людмила Бобина
Ольга Ауновская пытарнӑ вырӑнта

1925 çулта карлач уйăхĕн 29-мĕшĕнче Кейӳ облаçĕнчи Каменка ялĕнче çуралнă.

1942 — 1945 çулсенче Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçинче пулнă, сержант çар хисепне çитнĕ.

Вăрçăран тавăрăнсан Киеври геологи техникумра вĕреннĕ. 1947 çулта Т.Г. Шевченко ячĕпе хисепленекен Кейӳ патшалăх университетĕнчи журналистика факультетне вĕренме кĕнĕ. 1952 çулта университета пĕтĕм пиллĕкпе вĕренсе тухнă. Вĕреннĕ чухнех ĕçлеме пуçланă. 1948 — 1952 çулсенче Украина Ăслăлăх Академинче корректор, редактор, тата асла редактор пулса ĕçленĕ.

1952 — 1959 çулсенче «Киевская правда» хаçатăн литература редакторĕ пулнă.

1957 çултанпа СССРăн журналистсен союзĕн членĕ.

1959 çулта Мускава кайнă, «Ленинское знамя» хаçатăн корреспондент пулна.

1962 çулта Кейӳ хулине тавăрнă, Украинăн радиокомитет редакторĕ пулса ĕçленĕ.[3]

1995 çултан О.К. Ауновская Украинăри (Кейӳ хули) тĕнчери «Культура урлă сывлăх патне» пĕрлĕх юхăмĕн регионри организацийĕн аслă представителе.

2009 çулта О.К. Ауновскаяна Николай Рериха халалланă тĕнчери иртекен «Педагогикăпа просветительство» конкурсри номинацинче çĕнтернĕшĕн премипе лауреат медальне панă.[4]

1991 — 2010 çулсенче Тĕнчери «Культура урлă сывлăх патне» пĕрлĕх юхăмĕн издательствинче О.К. Ауновскаян кĕнекисем Шупашкарта тухнă.

1984-1991 çулсенче унăн статйисемпе сăвăсем «Советская Чувашия», «Тракторостроитель», «Грани» хаçатсенче пичетленнĕ.[5][6]

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. Поэзия Культуры Здоровья. kult-zdor.ru. Тĕрĕсленĕ 11 Ака уйӑхӗн 2019.
  2. Ауновская Ольга Константиновна. science.wikia.org. Тĕрĕсленĕ 17 Ака уйӑхӗн 2019.
  3. Ауновская Ольга Константиновна. biblmdkz.ru. Тĕрĕсленĕ 12 Ака уйӑхӗн 2019.
  4. Лауреаты Международной премии имени Николая Рериха. Премия 2009 года. roerich-heritage.org. Тĕрĕсленĕ 13 Ака уйӑхӗн 2019.
  5. Ольга Ауновская. Вспомнились легенды... // Советская Чувашия. — Чебоксары, 1984. — N 261 (17844). — С.4.
  6. Ауновская О. К. Имеет сердце огненное свойство... // Грани. — Новочебоксарск, 1992. — №78 (2111). — С. 4.

Çавăн пекех пăхăр

[тӳрлет | кодне тӳрлет]