Афоризм

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Перейти к навигации Перейти к поиску

Афоризм, (гр. αφορισμός, «кĕскен калани») — пĕр-пĕр вĕçленнĕ анлă шухăша кĕскен те сăнарлăн пĕтĕмлетсе калани. Афоризм ăнлава тĕпчевçĕсем тĕрлĕрен ăнлантарса параççĕ: хăшĕ-пĕрисем афоризм шутне уйрăм авторсен çунатлă сăмахĕсене çеç кĕртеççĕ, теприсем кĕскен те сăнарлăн каланă пур сăмах майлашăвне те, çав шутрах ваттисен сăмахĕсемпе каларăшĕсене те, афоризм тесе шутлаççĕ.

Афоризм ытларах çыравçăсемпе сăвăçсем, публицистсемпе политика деятелĕсем тăваççĕ. Тĕслĕхрен: «Çакă çутă тĕнчере вăйли çук та этемрен»; «Укçапала эрехех çынна ăсран кăларать» (К.Иванов); «Хастарлă, хыт утăмлă пулăр, çĕршывăн хастар ачисем»; «Шанчăк пуррисем телейлĕ» (Çеçпĕл Мишши). Юлашки вăхăтра чылай произведени ячĕсем халăх хушшине афоризм пулса сарăлчĕç. Тĕслĕхрен: «Хумсем çырана çапаççĕ» (Н.Терентьев); «Манăн çăлтăр тӳпере»; «Аптраман тавраш» (П.Хусанкай).