Ахаль вутхӳре
Курӑнакан калӑплав
| Вутхӳре | ||||||||||||||
|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|
| Ăслăх классификацийĕ | ||||||||||||||
|
||||||||||||||
| Латинла çырни | ||||||||||||||
| Phoenicurus phoenicurus Linnaeus, 1758 | ||||||||||||||
|

Вутхӳре (лат. Phoenicurus phoenicurus) – çерçирен кăшт пĕчĕк кайăк. Лăсăллă вăрмансенче кăна пурăнмасть, этем пурăнакан вырăнсене те килĕштерет. Çăмартисем (6-7) кăвак тĕслĕ. Ами пусра 13-14 талăк ларать. Апатланма час-часах вĕçсе тухать. Таврăнсан çăмартисене çавăрать. Аçи йăвинчен аякка каймасть, ами апатран 15 минутра таврăнмасан, пусса ларать. Ами çу каçа икĕ хутчен чĕпĕ кăларать. Хурт-кăпашанкăсăр пуçне çырла та çиет. Ака уйăхĕн вĕçĕнче Африкăпа Аваринчен вĕçсе килет, каялла çурла уйăхĕн вĕçĕнче кайма пуçлать. Чăвашра вĕсен йышĕ пысăк.
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Позвоночные животные России: Вутхӳре 2020 ҫулхи Ҫурла уйӑхӗн 4-мӗшӗнче архивланӑ.