Ахурамазда
Ахурама́зда[1] (çаплах Аху́ра-Ма́зда авест. ahura-mazdā, груз. არმაზი, ав.-перс. ahuramazdā, эрм. Արամազդ, Aramazd, монг. ᠬᠤᠷᠮᠤᠰᠲᠠ, Хурмаст), Орма́зд е Орму́зд (пехл. ʾwhrmzd'), «Ăсчах-Турă» — авестăри турăлăх ячĕ, унăн пӳлĕхçи — Саратуштра — сăртăша никĕслекенĕ — хăйне пĕртен-пĕр турă тенĕ.
Авестăра Ахура-Мазда — пуçлăхсăр, вĕçĕ-хĕррисĕр çутăра, тăваканскер[2], мĕнпур япалана тунăскер[3] тата мĕнпур ырăлăха параканскер[4], пĕтĕмпех пĕлсе[5] майлаштараканскер тата тĕнчене тытаканскер, çаплах хăйсене авестăлла mazdayasna (тепĕр сăмахпа Маздăна чыслă усраса) текен сăртăшсен питĕ чыслă чи çӳлти объект.
Ахура-Мазда ывăлĕ — Аша (чăнлăх-тĕрĕслĕх), тепĕр сăмахпа, тĕнчене йĕркелесе пыракан саккун, тĕрĕслĕ çынна хӳтĕлекенскер тата унăн кăмăл-туйăмне хирĕç пулакан «суя-ултава» — усалпа аркатăва — хирĕç кĕрешекен пур ырă вăйсен пуçлăхĕ.
Кулленлĕхре юлашки сăнарĕнче (Фрашкард сăнĕ) вăл ытти мĕнпур ырă чунпа тĕнчене пĕтĕмпех тасатать.
Ят
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Сăртăшри турă ячĕ авалхи иран икĕ сăмахĕнчен тытăнса тарать:
- Ахура (ahura) — санскритри असुर asura пулать[6], Ригведăри, пуринчен малтанВарунăри, чылай турăн эпитечĕ шутланать.
- Мазда (ят ӳкĕмĕ - mazdå)
Вăтам перс чĕлхиллĕ литературăра, Ормазд — икĕ тĕнчен те аслă турă. Вăл хуçа, чура мар; ашшĕ, ача мар; пĕрремĕш, юлашки мар; хӳтĕлекенскер, хӳтĕ илекен мар; улшăнманскер. Вăл хăй пĕлӳ, пĕлӳ илекен мар; параканскер, илекенскер мар (DK Vol. 3, p. 176,177). Унăн эпитечĕсем авестăри пекех: rayōmand тата xwarrahmand — «ялтăркка» та «туллă хварно».
Авалхи авторсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Авалхи авторсем пĕлнипе, Горомаз[7] — Сăратуштрăпа килĕшӳллĕ, перссен турăлăхĕ[8]. Зевспе пĕрех теççĕ[9].
Çав. пекех
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Индоиран тĕнĕсем
- Ашшур (хакал)
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ Ошибка: не задан параметр Шаблон:Para в шаблоне {{публикация}}. — Большая российская энциклопедия. — ISBN 5-85270-330-3.
- ^ Y. 31.7
- ^ Y. 44.7
- ^ Y. 12.1
- ^ Y. 45.4
- ^ Mayrhofer M. Kurzgefasstes Etymologisches Woerterbuch des Altindischen. — Heidelberg: C. Winter, 1956.
- ^ Любкер Ф. Реальный словарь классических древностей. М., 2001. В 3 т. Т.2. С.502
- ^ Плутарх. Об Исиде и Осирисе 46
- ^ Диоген Лаэртский. О знаменитых философах I 8
Литература
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Windischmann, «Zoroastrische Studien» (Б., 1863);
- Spiegel, «Eranische Alterthumskunde» (т. II, Берл., 1873);
- Duncker, «Geschichte des Alterthums» (5 изд., В., 1881);
- Darmesteter, «Ormasd et Ahriman» (П., 1877);
- M. Haug, цитированная выше книга; W. Geiger, «Ost-iranische Kultur im Altertum» (Эрланген, 1882);
- Jackson, «The religion of Awesta», «Grundriss der irânischen Philologie» (Страсбург).
Сăртăш |
|
---|---|
Тĕн вĕренĕвĕн никĕсĕсем | |
Ырăпа усал кĕрешни | |
Тĕн тексчĕсем | |
Турра ĕненни тата культура |
Мобед • Ясна • Çулăм храмĕ • Пиры • Календарь • Гаханбары • Джашны • Эсхатологи • Зурванизм • Фаравахар |
Тĕне тытакансем |