Контент патне куҫ

Авеста

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Яшта (28.1)

Аве́ста (перс. اوستا,( вăт.-перс. Abastāg — «çирĕплетни» урăх-иран. Upastāka) — (революциччен «Зендавеста» кăларнисенче[1][2]) авалхи иран тĕнĕн литература палăкĕ.

Авестăна, анлă сарăлнă версипе, пирĕн эрăчченхи I пинçуллăхăн 1-мĕш çурринче хайланă. Авеста текстне Сасан ăрăвĕн тапхăрĕнче (III—VII ĕмĕрсем) кодифициленĕ. Кăссай йĕркипе, Авеста текстне Македони Александрĕ пĕтернĕ, кайран вара ăна сăртăш мăчаварĕсем астуса тепĕр хут çырнă.

Авестăн икĕ редакцийĕ пур: тулли тата кĕскетни.

Авеста, тулли редакцинчи, тăватă пайран тытăнса тăрать:

Авестăн авалхи пайĕ — гатсем (гимнсем) — Ясна пайĕ пулать. Вĕсене Саратуштра çырнă теççĕ. Авестăн ытти пайĕсене Кĕçĕн Авеста ят панă. Авестăна, ăнлантарăвĕсемпе пĕрле Зенд-Авеста (вăтам перс. Zand — пĕлӳ) пулать.

Хальхи бельги ăсчахĕ Ж. Д. Гийемен хăйĕн гатсен (Саратуштра гимнĕсем) куçарăвĕ умĕнче çапла пишет:

Анăç «усрава илнĕ» Ази ывăлĕсенчен пĕрремĕшĕ Саратуштра пӳлĕхçĕ шутланать. Унăн вĕрентĕвĕ Грецие Христос тĕнне йышăниччен тăватă ĕмĕр маларах сĕмлет. Саратуштрăна Платон та пĕлнĕ. Буддăпа Конфуци сассисем Европăна çитме чылай вăхăт иртнĕ, çавăнпа та Саратуштра …авалхи Ази ăс-халлăха Анăçра пĕлтерекен пĕртен-пĕрри пулнă"

«Авестăн» иккĕмĕш редакцинче Вендидат, Висперед тата Ясна сыпăк кĕллисен пуххи. Çак сыпăксен йĕркине канонланă.

Авестăна авалхи иран чĕлхисен пĕррипе — авеста чĕлхипе (ятăн варианчĕсем: «зенда») хайланă. Тĕплĕн хăш çĕрте çак чĕлхепе калаçнине пĕлтермен.

Чĕлхе сăвă йĕркиллĕ, аллитераци, пуçламăш рифма, ассонанссем пур. Гатсем сăвăлла (5 тĕрлĕ силлаба виçепе) çырнă текстсем пулаççĕ.

Авалхи грексем мăчаварсем вуланă гимнсемпе кĕлĕсем пирки пĕлнĕ пулсан та, Гермипп çирĕплетнипе, Зороастр хайланă икĕ мильон сăвă йĕркине пĕлнĕ пулсан та[3], авалхи иран тĕн литератури пирки чăн хыпарсем Анăçра сахал пулнă, XVIII ĕмĕрчен Авеста пирки Европăра никам та пĕлмен.

Пĕрремĕш Видевдад-саде авеста тексчĕ Оксфорд библиотекине 1723 çулта Сурат сутăçĕ илсе килнĕ, анчах никам та вулама пултарайман. XVIII ĕмĕрĕн варринче франци ăсчахĕ Анкетиль Дӳперрон (1731—1805), Ĕнчĕне 1755 çулта ахаль салтак пулса кайсан, парссен пĕр мăчаварĕпе тусласшан çеç (пĕрлĕхĕ хирĕç пулсан та) Авеста тексчĕсене вулама тата куçарма вĕреннĕ 1762 çулта Францие таврăнсан, Король библиотекине 180 авеста, пехлеви, перс тата санскрит сăртăш алçырăвесене парнеленĕ. 1771 çулта вăл Европăра Авестăна франс чĕлхине куçарса кăларнă, 1776 çулта Ригăра пĕрремĕш нимĕçле куçарнисем тухнă.

Чи малтанах Авестăна Европăри публика тата ăсчахсем тиркесе-сивлесе йышăннă. Анкетиль-Дюперрона пĕрмаях суеçĕ тесе айăпланă, вара вăл чухăна ӳксе вилнĕ. Дюперрон, Çутлăх саманин пайăр ăсчахĕ, Авестăна тĕпченисĕр пуçне Тухăçри урăх тĕн тексчĕсемпе ĕçленĕскер (вăл çавăн пекех фарсирен Упанишадсем куçарнă), этемлĕх кун-çулĕн кулленхи пурăнăçĕн тĕрлĕ тĕсĕсене хаклама, вырăна хума ӳкĕтленĕ. Унăн шухăшĕпе, çак сăваплăх тексчĕсем этемлĕхĕн пĕрлехи культура пуянлăхне кĕреççĕ, вĕсем мĕнпур çыншăн та ăсхал çăлкуçĕ пулаççĕ.

Авестăн сĕмĕ Тухăç та, Анăç та философи шухăшĕсенче курăнать. Г. Гегель (1770—1831) çырнипе, сăртăш тĕн системи икĕ хирĕç вăйсем — Ырлăхпа Усаллăх — кĕрешнине кăтартать. Й. Гёттен (1749—1832) чи паллă «Анăç-Тухăç диванĕ» ĕçĕнче «Авалхи перси тĕнĕн халалĕ» сăвă пур. Унта сăвăç Авестăри ĕненӳпе çутă тĕттĕмрен вăйлă пулнине кăтартать. Сарутуштра гимнĕн шухăшĕ-сăнарĕпе психофизика параллелизмĕ теорийĕн никĕсне хураканĕн — Теодор Фехнерĕн (1801—1887) — чун кăмăлне хускатать. Анчах та Ф.Ницше «Сарутуштра çапла каланă» паллă кĕнекинче пӳлĕхçĕне халăх йăхне тытса тăракан «çӳл-этем» шухăшне хăйĕнчен хушса кĕртет.

Вырăсла куçарни

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Авестăна вырăсла пĕрремĕш К. Коссович 1861 çулта куçарнă.

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ Зендавеста [зенд-авеста] — зенда, оригинал авалхи чĕлхи, халĕ Ĕнчĕри парссен тата Иранри гебрсен турă кĕллин чĕлхи.
  2. ^ Зендавеста // Энциклопедический словарь Брокгауза и Ефрона: В 86 томах (82 т. и 4 доп.). — СПб.: 1890—1907.
  3. ^ Плиний Старший. Естественная история XXX 2, 3
Энциклопедири
Урăххсем