Аша
Аша́ — Раççей Федерацийĕн хули, Челепи облаçĕнчи Аша районĕн административлă тĕпĕ, Куйбышев чукун çулĕн Ĕпхӳ — Челепихушшинчи чукун çул станцийĕ.
Халăх йышĕ — 32,7 пин çын (2005).
Тавралăхĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Хула облаçĕн анăç енче, Пушкăрт Республикипе юнашар, Каратау ту хысакĕн умĕнче, Аша юханшыв Сима (Шур Атăлăн юппи) юхса кĕнĕ çĕрте вырнаçнă. Челепине çитме анăçалла 377 çм каймалла.
Экономика[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Ашари заводсем: металлурги, светотехника (электроарматурă), вăрман хими комбиначĕ (1932 çулта хăпартнă), çурт-йĕр материалсене хатĕрлекен. Вăрман промăç хуçалăхĕ (2004 çулта салатса янă).
Хулан кун-çулĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Хулан никĕсне 1898 çулта чукун шăратакан завод уçнипе туса хунă, 1933 çулта хула статусне панă, 1963 — облаç пăхăнăвĕнчи хула.
Этеплĕх, çутĕç, паллă вырăнсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Хулара индустри техникумĕ, Кăнтăр Урал патшалăх университечĕн филиалĕ ĕçлет.
Аша çывăхĕнче Аджигардак туçи курорчĕ пур, сыхлавлă çутçанталăк объекчĕ Çăка тăвĕ ларать.
Çавăн пекех пăхăр[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]
- Аша «Ман город» энциклопедире
- Аша хулин сайчĕ Архивленĕ 21 Юпа уйӑхӗн 2017 çулта. — çулçӳревçĕсем валли, ту йĕлтĕр курорчĕ Аджигардак.
Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла. |