Контент патне куҫ

Бездедова (юханшыв)

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Бездедова (тӳррĕн куçарсан Мăн асаттесĕр пулать) — Чулхула облаçĕн çĕрĕ тăрăх юхакан юханшыв, Усул шывĕн юппи.

Юханшыв çăлкуçĕ Гордеево ятлă пушă ялтан виçĕ çухрăм кăнтăралла вырнаçнă. Рыжухино ял çывăхĕнче Усул шывĕпе пĕрлешет. Юханшыв юппийĕсем вуннă патнелле, пысăкки шутне Перелаз кĕрет.

Бездедова ытларах пайĕпе çурçĕр-хĕвеланăçнелле юхать.

Юханшыв хĕрринче Гордеево ятлă пушă ял çеç вырнаçнă. Çавăн пекех çуммăн, юханшывăн пĕр юппи хĕрринче Притыкинăпа Колываново вырнаçнă.