Контент патне куҫ

Усул (юханшыв)

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Усул
Характеристика
Тăршшĕ 147 км
Бассейн  лаптăкĕ  1920 км²
Шыв системи Атăл → Каçпи тинĕсĕ → Каçпи тинĕсĕ
Шыв юххи
Шыв пуçламăшĕ Романово ялĕнчен 5 км çурçĕререх
 • Çӳллĕшĕ 150
 • Координатсем 57°17′05″ с. ш. 43°46′46″ в. д.HGЯOШаблон:Карттă/Бк/O
Шыв вăрри
 • Вырнаçу Балахна
 • Çӳллĕшĕ 66 м
 • Координатсем 56°31′13″ с. ш. 43°36′26″ в. д.HGЯO{{#coordinates:}}: нельзя иметь более одной первичной метки на страницеШаблон:Карттă/Бк/O
Юханшыв тайлăмĕ 0.57 м/км
Вырнаçни
Патшалăх Раççей Федерацийĕ Раççей Федерацийĕ
Регион Чулхула облаçĕ
РПШР Ошибка Lua в package.lua на строке 80: module 'Module:Wikidata/link' not found.
Усул (юханшыв) (Чулхула облаçĕ)
Точка
Точка
— шыв пуçламăшĕ, — шыв вăрри

Усул (выр. Узола), — Чулхула облаçĕн çĕрĕ тăрăх юхакан юханшыв, Атăлăн сулахай юппи.

Юханшыв çăлкуçĕ Романово ялтан пилĕк çухрăм çурçĕрелле вырнаçнă. Балахна хулана хирĕç Атăл шывĕпе пĕрлешет.

Усул шывĕ ытларах пайĕпе кăнтăралла юхать. Çӳлти юхăмĕшче юханшыв сарлакăшĕ 5-10 метрпа танлашать пулсан, Атăла юхса кĕреспе 20-30 метр таран çитет. Юханшыв хăвăртлăхĕ — 0,2-1 м/ç.

Çӳлти юхăмĕнче Усул тĕпĕ юшкăнлă, юхнăçем хăйăрланса пырать.

Юханшыв юпписен шучĕ нумай, вĕсенчен чи пысăккисем: Пеуза, Кĕçĕн Серга, Коловодка, Мăн Серга, Чащица, Беляевка, Хохлома (выр. Хохломка), Мариш (выр. Маришка), Раймина, Бездедова, Куславкка, Супăньлă (Мыльный), Руйка, Лемша, Хулашкка (выр. Городисловка), Голубиха, Ильинка.

Юханшыв хĕрринче çак ял-хула вырнаçнă: Романово, Кĕçĕн Чăнкă (выр. Малые Круты), Аслă Чăнкă (выр. Большие Круты), Язвин, Коловодь, Ключи, Раково, Кĕçĕн Кĕпер (выр. Малые Мосты), Мăн Кĕпер (выр. Большие Мосты), Ковернино, Щегольнăй, Хăйăр (выр. Пески), Лукино, Грачиха, Гари, Осински, Скоробогатово, Лифаново, Дурандино, Желтухино, Глибино, Семино, Рассадино, Шапăш (выр. Шабоши), Кулигино, Воротнино, Трутнево, Художиха, Язвиц, Роймино, Рыжухино, Островино, Красноселье, Бриляково, Калинки, Привалово, Бледны, Высоково, Боковка, Конево, Репино, Ахлебаиха, Курцево, Косково, Узольски, Тяблино, Варварски, Шывçи (выр. Речное), Котельниц, Воловое, Поповка, Симоново, Чередково, Пĕрремĕш Май (выр. Первое Мая), Сельцо, Щёкино, Балахна.

Юханшыв хĕрринче ача-пăча канмалли лагерьсем чылай.