Беринг Витус Ионассен
Беринг Витус Ионассен, — тинĕс çулçӳревçи, вырăс флочĕн офицерĕ. 1681 çулхи çурла уйăхĕнче çуралнă, 1741 çулхи раштавăн 19-мĕшĕнче вилнĕ. Датчан.
Хисепĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Лăпкă океанра ун ячĕпе утрава, шыв пырне, тинĕсе ят панă. Командор утравĕсене те ун ячĕпех панă. Археологинче Çĕпĕрĕн çурçер-хĕвелтухăç пайне, Чукоткăна тата Аляскăна час-часах пĕр терминпа, Беринглĕх ятпа асăнаççĕ.
Пурнăçĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]
1725—1730, 1733—1741 çулсенче Пĕрремешпе Иккĕмĕш Камчатка экспедицисене ертсе пынă. Чукоткăпа Аляска хушшипе ишсе тухнă, унти шыв пырне уçнă. Вăл шыв пырне каярах ун ятне панă — Беринг пырĕ. Çурçĕр Америкăна çитнĕ, Алеут утравĕсене уçнă.