Борисова Ионикия Владимировна
Ионикия Владимировна Борисова (19.11.1924 — 12.07.1989, Тури Вылă, Элĕк районĕ, Чăваш АССР)— РСФСР тава тивĕçлĕ тухтăрĕ (1973), ЧАССР тава тивĕçлĕ тухтăрĕ (1966)[1][2].
Кун-çулĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Чăваш Енри Элĕк районĕнчи Тури Вылă ялĕнче 1924 çулта çуралнă. Вăтам шкултан вĕренсе тухсан Хусанти медицина институтне пĕлӳ пухма кĕнĕ. 1949 çулта тухтăр ăстаçăлăх дипломне илме тивĕç пулать. 1949-51 çулсенче Советски районĕн санитарипе эпидемиологи станцийĕн тĕп тухтăрĕ ĕç вырăнĕнче вăй хурса ĕçлет.
1956 çулта ăна район пульницин тĕп тухтăрĕ пулма çирĕплетеççĕ. Çак ĕçре вăл пĕр улшăнмасăр 1983 çулчен тăрăшать. Ионикия Владмировна тăрăшнипе çĕнĕ амбулатории, поликлиника çурчĕсене ĕçе кĕртнĕ.
1954-79 çулсенче ăна район Канаш депутачĕ пулма суйланă.
1983-87 çулсенче тĕп пульницăра тухтăр-терапевт пулса ĕçлет.
Йывăр чире пула 1987 çулта çĕре кĕрет.
Чыславсем, парнесем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- "Сывлăха сыхлас ĕç отличникĕ" (1965)
- ЧАССР Аслă Канаш Президиумĕн Хисеп хучĕ (2 хутчен - 1960, 1961)
- ЧАССР тава тивĕçлĕ тухтăрĕ (1966)
- РСФСР тава тивĕçлĕ тухтăрĕ (1973)
Асăнмалăх
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Л. И. Ефимов, "Элĕк Енĕ", Элĕк, 1994.