Борисов Евгений Германович
Евгений Германович Борисов | |||
Çуралнă вăхăт | 1980 çул, пушăн 11-мĕшĕ | ||
---|---|---|---|
Çуралнă вырăн |
Шупашкар, Чăваш Ен, ССРС | ||
Пăхăнулăх | |||
Хĕсмет çулĕсем | 1998-2000 | ||
Хисеп | Шаблон:Раççей, сержант | ||
Çапăçусем/вăрçăсем | Иккĕмĕш чечен вăрçи | ||
Чыславсем тата парнесем |
|
Бори́сов Евге́ний Ге́рманович — Раççей паттăрĕ, саппасри сержант, «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин пайташĕ. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ[1] (16-мĕш тĕп округ).
Пурнăçĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Шупашкар хулинче 1980-мĕш çулхи пушăн 11-мĕшĕнче çуралнă. 1997-мĕш çулта Муркаш районĕнчи Тивĕш вăтам шкулне пĕтернĕ. 1998 çулхи çу уйăхĕнче хĕсмете лекнĕ. Çурçĕр Кавказ çар округĕнче мотострелок полкĕн инженер-сапёр ротин отделени командирĕ.
Çар манёвр ушкăнĕнче пулнă май Борисов кĕçĕн сержант çар техники çурекен çул çинчи тăшмансем лартнă 8 минăна сиенсĕрлетнĕ.
1999-мĕш çулхи юпа уйăхĕнче бронегруппăпа пĕрле танк çинче яла пырса кĕрет. Танк экипажĕпе сапёрсем тăшманăн вутне хăйсем çине илсе тĕп ушкăна тĕллеве пурнăçлама май параççĕ. Танка гранотемётпа персе çĕмĕрнĕ хыççăн вăл тăшман енне персе танкистсене техникăна майлама май парать. Çапăçу вăхăтĕнче йывăр аманать. Тĕтĕмленсен, ункăран тухнă чухне, икĕ хут засадăсемпе çапăçăва лекет. 4 талăк хушши шăннă урисемпе талпăнса, сивĕпе тата юнĕ кайнипе тăнне çухатса хăйĕн çарĕ патне тухма пултарать.
Чысĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Раççей паттăрĕ — 21.02.2000.
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Борисов уçă урок ирттернĕ
- Мухтав аллеи
- БСЭ(ĕçлемен каçă)
- Борисов Евгений Германович «Патшалăх паттăрĕсем» сайтĕнче