Бор Харальд

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Перейти к навигации Перейти к поиску
Disambig gray.svg Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, пăхăр Бор.
Бор Харальд
Harald August Bohr
Bohr Brouwer Zurich1932.tif
Çуралнă вăхăт: 22 ака 1887
Çуралнă вырăн: Копенгаген, Дани
Вилнĕ вăхăт: 22 кăрлач 1951
Вилнĕ вырăн: Гентофт, Дани
Патшалăх:

Дани

Альма-матер: Копенгаген университечĕ
Чыславсемпе парнесем


Харальд Август Бор – (22.4.1887, Копенгаген - 22.01.1951 ) - дани математикĕ тата футболисчĕ. Копенгаген политехника институчĕнче тата Копенгаген университечĕнче ĕçленĕ. Бор Нильс физикăн пĕртăванĕ.

Кун-çулĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Копенгаген университечĕнче вĕреннĕ вăхăтра "Академикс" футбол командинче вылянă. Олим командине кĕнĕ. !908-мĕш çулхи Олимп вăййисенче команда финалта çĕç Англи командине выляса яраççĕ. Дани командишен 4 вăйăра вăй виçме тухнă. Францин 2-мĕш командине тухна пĕрремĕш вăйăра Харальд Бор икĕ тупа кĕртнĕ. Дани 9:0 шутпа çĕнтернĕ.

1915-1930-мĕш çулсенче Копенгаген политехника институчĕнче, 1930-мĕш çултан Копенгаген университетĕнче ĕçленĕ.

1943-мĕш çултан, Дание нимеçсем йышаннă вăхăтра икĕ çул хуши Швецинче пурăннă.

Харальд Бор ĕçĕсем функцисен теорипе çыхăннă. Дирихле ярăмĕн теорин хашпер ыйтăвĕсене тишкернĕ, вĕсем патне Чезаро суммланине усă курнă.

1924-1926-мĕш çулсенче ку ĕçсене аталантарса тапхăрла тенĕ пекех функцисен теорине туса лартнă.

Ландау Эдмундпа пĕрле нульсем валеçнине Риман дзета-функцине шутласа кăларнă (Бор-Ландау теореми)

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Некролог в газете «The Times»
  • S. Bochner. Harald Bohr // Bull. Amer. Math. Soc. Volume 58, Number 1 (1952), 72-75.
  • Харальд Август Бор // А. Н. Боголюбов. Математики и механики: Биографический справочник. — Киев: Наукова думка, 1983. — С. 60.

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]