Ботсвана

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Republic of Botswana

Ботсвана республики

Ботсвана ялавĕ Ботсвана гербĕ
Патшалăх чĕлхисем акăлчан чĕлхи, сетвана
Тĕп хула Габороне
Чи пысăк хула Габороне
Президент Фестус Могае
Премьер-министр Ян Кхама
Лаптăкĕ
 - Пĕтĕмпе
44 вырăнта
600 370 км2
Халăх йышĕ
 - Пĕтĕмпе(2003)
 - Йышлăхĕ
148 вырăнта
1 573 267
2, 7/км²
Валюта ячĕ Пула
Вăхăт тăрăхĕ ГВ +02 пуçласа +02 таран
Патшалăх гимнĕ Ботсвана патшалăхĕн гимнĕ
Тетел доменĕ .bw
Тел. префиксĕ 267

Ботсвана республики, — Кăнтăр Африкăри патшалăх. 1966 çулччен Бечуаналенд ятлă Британи протекторачĕ пулнă.

Кун-çулĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

XIX ĕмĕрчен кунта бечуан халăхĕ пурăннă. 1850-мĕш çулсенче вĕсен çĕрĕсем çине бурсем килме пуçлаççĕ, лешĕсен çĕрĕсене хăйсен аллине илме пуçлаççĕ. Анчах та бегуансен пĕр пайĕ хăйсен ирĕклĕхне хăварать. 1885 çулта бечуан çĕрĕсен пысăк пайĕ акăлчансен Кăнтăр Африкăри çĕрĕсем шутне лекет. Вăл çĕрсене Англи хăйĕн протекториачĕ тесе пĕлтерет, Бечуаналенд ята парать.

XX ĕмĕр пуçламăшĕнче Бечуаналенда гереро йăхĕн юлашки пайĕсем тарса килеççĕ, лешĕсене нимĕçсен вĕлерсе пĕтерсшĕн пулнă.

1966 çулхи авăн уйăхĕн 30-мĕшĕнче Ботсвана хăйĕн пăхăнманлăхĕ çинчен пĕлтерет.

Çавăн пекех пăхăр[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Шаблон:Африка патшалăхĕсем