Бржевская Ирина Сергеевна

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Ирина Бржевская
фото
Тĕп хыпар
Çуралнă вăхăт Мускав
Çуралнă вырăн 1929, раштав, 27
Вилнĕ вăхăт 2019, ака, 17
Вилнĕ вырăн Мускав
Патшалăх СССР
РФ
Профессисем совет, раççей юрăçи
Жанрсем эстрада

Ири́на Серге́евна Брже́вская (27.12.1929, Мускав, ССРП — 17.4.2019[1], Мускав, РФ) — совет тата раççей эстрада юрăçи, сопрано. ГИТИСре «мусăк камичĕн теат артисчĕ» ăстаçăлăхпа пĕлӳилнĕ. РСФСР тава тивĕçлĕ артисчĕ (1978). Тутар АССР тава тивĕçлĕ артисчĕ (1976). Хисеп орденĕпе чысланă. Дрезденри эстрада юррин фестивалĕн лауреачĕ (1964).

Биографи[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ирина Бржевская Мускавра С. И. Бржеский РСФСР халăх артисчĕ çемьинче çуралнă[2].

Ача чухне Ленин тăвĕ çинчи пионерсен керменĕнче балет тата театр пултарулăхĕпе хăтланнă.

1947 çулта А. К. Глазунов ячĕллĕ мусăк училищин вокал уйрăмне вĕренме кĕнĕ. 1951 çулта ăна ГИТИСăн мусăк камичĕн уйрăмĕ ята куçарнă. Б. Покровский, А. Вовси, Т. Янко палă мусăк мусăк педагогĕсем патĕнче ăсталăхне туптанă. Вĕренсе тухсан, 1953 çулта Иринăна Дмитрий Покрасс ертсе пынă чукун çулăн джаз-оркестрне соло юрлама илнĕ. Икĕ çул Бржевская Э. Рознер оркестрĕпе ĕçленĕ.

1957 çулта «Весна» ансамбльне йĕркеленĕ, унта 1991 çулчен ĕçленĕ.

1991 çулта гастроле çӳреме пăрахнă, тапхăррăн ытти юрăçсемпе (Тамара Миансаровăпа, Владимир Трошинпа) пĕрле совет юрри ретро-программăсене хутшăннă.

Пурнăçĕн юлашки çулĕсенче Ирина Бржевская пирки никам ытлах никам та аса илмен.

2019 çулхи акан 17-мĕшĕнче Мускавра вилнĕ[1]. Введени çăвинче пытарнă.

Пултарулăхĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Паха вокал тата хăйне евĕр пултаруллă пулнипе, радио тата телекуравпа пĕрле ĕçлесе, Ирина Бржевская 1960 — 1970 çулсенче Совет Союзĕнчи чи паллă юрăçсен шутне кĕнĕ.

Бржевский репертуарĕнче[3] М. Блантер, С. Заславский, А. Зацепин, Е. Птичкин, В. Левашов, В. Шаинский тата ур. хайланисем те пулнă. Радио çинче çеç юрăç 400 яхăн юрă çырнă.

Чыслани[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Пайăр пурнăç[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Упăшки — Владимир Александрович Забродин (1930 çур.), трубач[2].

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]