Вăрмана кĕнĕ чух савăнса кĕр (юрă)

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Вăрмана кĕнĕ чух савăнса кĕр
Юрă
Альбом «паллă мар»
Каларнă вăхăт паллă мар
Жанр лирикăлла юрă
Продюсер паллă мар
«паллă мар» альбомĕн трек-лисчĕ
-


Вăрмана кĕнĕ чух савăнса кĕрXX ĕмĕр вĕçĕнче, XXI ĕмĕрте чăвашсем хушшинче анлă сарăлнă юрăсенчен пĕри. Кам ăсталани, текст тата кĕвĕ вăхăт иртнĕ майăн еплерех аталанса пыни паллă. мар. Эппин, ку хайлава фольклор палăрăмĕ темелле.

Тутарсем ку юрра Сара Садыкова композитор (1906-1986) тата Ахмет Рашитов поэт (1936 çур.) çырнă тесе шутлаççĕ[1]. "Халăх юрри" текенсем те пур[2].

Çапла вара "Вăрмана кĕнĕ чух савăнса кĕр" хайлав кавер-верси, ремейк йышши пулăмсене çывăх тăрать теме пулать.

Юррăн тексчĕ пирки[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Тетелте "Вăрмана кĕнĕ чух савăнса кĕр" юррăн тексчĕсем пур[3][4]. Фольклор пулнăран çав текстсенчен нихăшне те канонланă япала темелле мар. Ытти вариантсене илес пулсан, уйрăмах юррăн пуçламăшĕ кăсăклă. Ытларах чухне — "Вăрмана кĕнĕ чух шăхăрса кĕр" теççĕ. Анчах та "Вăрмана кĕнĕ чух юрласа кĕр" тени те пур[5]. Петĕр Яккусен сăвăçăн пĕр хайлавĕнче вара, Атнер Хусанкая халалланăскерте, "Вăрмана кĕнĕ чух савăнса кĕр" тенĕ.

Сарлака-и кунçулăмăр сакĕ?
Ан шарла, курăнать, ав, ĕшне.
Вăрмана кĕнĕ чух — савăнса кĕр,
Илсе кĕр пурăну савăшне.[6]

Ахăртнех, çакна чи ăнăçлă вариант темелле пуль (Чăваш Республикин тата Раççей Федерацийĕн культурăн тава тивĕçлĕ ĕçлевçи Геннадий Борисов çинчен çырнă статьяра та çав вариантах асăннă[7]). Вара эпир статьяра пăхса тухакан юррăн пуçламăшĕ ак çапла курăнать:

Вăрмана кĕнĕ чух савăнса кĕр,
Сарă кайăк тăтăр шăхăрса...

Калас пулать, "сарă кайăк тăтăр тĕлĕнсе..." текен вариант та пур[8].

Юррăн "канона çывăх" тексчĕ (сăвви):


Вăрмана кĕнĕ чух савăнса кĕр,
Сарă кайăк тăтăр шăхăрса
Савни, вăййа тухсан, лăпкăн çÿрĕ
Çĕнĕ хĕру тăтăр сăнаса.

Хĕрлĕ çырлийĕсем пиçсессĕн те,
Хура çырли часах пиçес çук
Савни, эсĕ мана мансасăн та,
Эпĕ сана нихçан манас çук.

Манас çук пирвайхи юратăва
Манас çук пирвайхи каçсене
Пирвайхи юрату аса килсен
Ик куçăмран куççуль тăкăнать

Сад пахчи, сад пахчи, сад турачĕ,
Сад турачĕ çине ан ларăр
Кăмăлăра кайсан, чунăр савсан,
Çын сăмахе хыççăн ан кайăр.

Хĕрлĕ çырлийĕсем пиçсессĕн те,
Ăна татса çимен çын пур-ши?
Ачаран выляса пĕрле ÿссен,
Уйрăлнă чух йĕмен çын пур-ши?

Сара Садыкова композитор (1906-1986), Ахмет Рашитов (1936-2020) сăввипе çырнă «Беренче мэхэббэт» (Пĕрремĕш юрату) юрă авторĕ. Чăвашсем хушшинче ку юрă «Вăрмана кĕнĕ чух савăнса кĕр...» ятпа тата урăхларах текстпа сарăлнă

Кунти виççемĕш тата тăваттамĕш куплетсем хушшине ак çак йĕркесене кĕртсе хуни тĕл пулать[9]:

Каçас тенĕ пулсан каçми пурччĕ —
Юлас терĕм çыран ку енне.
Каяс тенĕ пулсан каччи пурччĕ —
Кĕтес терĕм çарти савнине.

"Канонла" текен текста ку йĕркесене мĕншĕн кĕртменнине ăнланма пулать: "çар" пирки калани çапах та юрра вĕтетсе ярать, анлă курăмран уйрăмми патне илсе пырать.

Юррăн кунçулĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Юррăн кунçулĕ уçăмлах мар. 1960-мĕш çулсен вĕçĕнче çуралнă пуль теме пулать[10]. Хăшпĕр хыпарсем тăрăх, авторĕ Елчĕк районĕнчи Патреккелти халăх хорĕн ертÿçи Геннадий Борисов текенсем те пур[7]. Сăмахран, Йĕпреç районĕнчи Çăкалăх ялĕнчи концертра кун пирки Полина Борисова та пĕлтерет[11]. Тен, тĕрлĕ çăлкуçсене шута илсен, кÿнтеленсемпе калаçсан, чăнлăх патне çывхарма май килĕ. Халлĕхе вара Геннадий Арсентьевич Борисова çак юрра чăвашсем хушшинче сарас тĕлĕшпе палăрнă çын пек курмалла.

Тутарла вариантсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Шурă Атăл Ишимбай тĕлĕнче

Çак хайлавăн кĕввипе юрлакан юрăсем тутарсем хушшинче те пур. Сăмахран, Сергач мишерĕсен хушшинче. Ăçтан лекнĕ вăл вĕсен хушшине — каллех паллă мар. Тутарсем чăвашсенчен йышăннă-ши, е тепĕр майлă пулнă — ку ыйтусене никамах та тĕпчемен.

Мусăк: Сара Садыкова, сăвă: Ахмет Рашитов.

Тутарла Чăвашла йĕркепĕрлĕх Чăвашла поэзилле куçару Паллă мар чĕлхепе[12]
Беренче мэхэббэт
Хәтердә ул тыныч айлы кичләр,
Хәтердә бормалы су юлы.
Онтылмый беренче саф мәхәббәт,
Онтылмый Агыйдел сылуы.
Ул мине утларда яндырды да,
Тилмертте аерылу газабы.
Нигә соң чәчәктәй яшь гомернең
Кавышу булмады азагы?
Юлларда киртәләр очратсагыз,
Күңелегез булса да яралы,
Сез искә алыгыз яшьли сөйгән,
Беренче яраткан ярларны.
Пĕрремĕш юрату
Асăмра лăпкă та уйăхлă каçсем,
Асăмра юхан шывăн кукри.
Манăçмасть малтанхи таса юрату,
Манăçмасть Шурă Атăл илемĕ.
Мана вĕри вут хыпса илчĕ те
Уйрăлу асапĕ ывăнтарчĕ.
Ма вара ешерен пурнăçра
Тĕлпулу пулмарĕ каярах?
Çул çинче чăрмавсем тупăнсассăн,
Чун суранĕсем каллах уçăлсассăн,
Аса илĕр яш чухне тус тунă,
Чи малтан юратнă савнисене.
Пĕрремĕш юрату
(Халлĕхе текст çук)
<ятне палăртман>
Aklımda o sakin aylı geceler
Aklımda kıvrımlı su yolu
Unutulmaz ilk saf temiz sevda
Unutulmaz Ağıydel'in güzelliği
O beni ateşlerde yandırdı
Acı çektirdi ayrılış azabı
Niye çiçek gibi genç ömrün
Sonucu kavuşma olmadı?
Yollarda çitlere rastlarsanız
Gönülünüz olsa da yaralı
Hatırlayın gençken seven,
İlk sevdiğiniz yarleri

Хайлав — юрăçсен репертуарĕнче[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ку юрра чылай юрăç тата ушкăн хăйсен репертуарне кĕртнĕ. Вăл шутра: "Çавал" ушкăн[13], Алексей Шадриков, Алексей Московский, Николай Ключников[14], Иван Шинжаев, Константин Евруков.

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  1. ^ Беренче мәхәббәт (беренче вариант)
  2. ^ « Беренче мэхэббэт ». Татарская народная песня
  3. ^ Чăваш халăх юрри – Вăрмана кĕнĕ чух (Çавал).
  4. ^ Виктор Яковлев 22 фев 2016 в 22:50
  5. ^ Публикации » Вăрмана кĕнĕ чух юрласа кĕр. Ç.ЛИДИ. Пуянкасси ялĕ.
  6. ^ Яккусен, Петĕр. "Сарлака-и кунçулăмăр сакĕ..." — Ялав, 1988, 5№, çу (май). — 12 С.
  7. ^ 1 тата 2 Смирнова В., ТУРĂ ПАНĂ ПУЛТАРУЛĂХ — Елчĕк ен хаçат, 13.07.2020
  8. ^ Валерий Раштавăн «Шухăша вĕçтереймĕн çилпе» кĕнеке куравĕ — 38:00 хыççăн пăхмалла.
  9. ^ "Çавал" ушкăн - Вăрмана кĕнĕ чух (Чăваш халăх юрри)
  10. ^ Çак йĕкресене çыраканĕ, калăпăр, ку юрра чи малтан 1972-мĕш çулхи çуркунне Патăрьел районĕнчи шкул ачисен туризм енĕпе ирттернĕ ĕçпулăмĕнче, Шăхаль вăрманĕнчи Хуравай таврашĕнче, илтнĕ. Çав тери пысăк фурор пулнă: çĕрле, кăвайт умĕнче, тахăш шкул ячĕпе килнĕ çамрăксем купăс кĕвви майăн юрлаççĕ...
  11. ^ Çăкалăх. Чăваш паттăрне халаланă концерт. — 8:20 хыççăн пăхмалла.
  12. ^ Беренче мәхәббәт Первая любовь) — комментарисенче.
  13. ^ вăрмана кĕнĕ чух...
  14. ^ Калян Ключников - Вăрмана кĕнĕ чух...

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]