Контент патне куҫ

Вăтам хăвăртлăх

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Вăтам хăвăртлăх — кунта пĕр-пĕринчен уйрăлса тăракан икĕ кап пирки сăмах пырать:

  1. Скаляр пек палăртнă вăтам хăвăртлăх — çулăн тăршшĕ урлă
  2. Вектор пек палăртнă вăтам хăвăртлăх — куçнăлăх урлă.

Енчен те ятарласа палăртман пулсан, вăтам хăвăртлăх тенĕ чухне пĕрремĕшĕ пирки сăмах пырать.

Çулăн таршшĕ урлă палăртнă вăтам хăвăртлăх

Çул тăршшĕ тĕлĕшпе палăртнă вăтам хăвăртлăх (скаляр) — ĕскерĕн çул тăршшĕне çав куçăм чухнехи вăхăт татăкĕ çине пайласан пулать:

е, çулăн уйрăм татăкĕсемпе вăхăтăн уйрăм татăкĕсене хушса тухсан, тата паллăсене пĕтĕмĕшле çулпа пĕтĕмĕшле вăхăт пек курсан,
Куçнăлăх урлă палăртнă вăтам хăвăртлăх

Куçнăлăх урлă палăртнă вăтам хăвăртлăх (вектор) — куçнăлăха куçăм чухнехи вăхăт татăкĕ çине пайласан пулать: