Валем Хуçа
Валем Хуçа е Валем Ырă — чăвашсен пăлхар тапхăрĕнчи паллă пӳлĕхçи. Вăл Пӳлер хулинче тутар йăхĕсем киличчен пурăннă. Ун пирки Малĕм хоçа, Маалим-Ходжа тесе те çырни те пур.
Кунçул
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Валем пуян хуçа пулнă, çынсене сыватнă, çăлтăрсен тĕнчине лайăх пĕлнĕ, çутçанталăк мĕнле аталанса пырассине каланă. Вăл хура халăха тĕне кура уйăрса пăхман: уншăн авалхи тĕнпе пурăнакан чăвашсем те ислам тĕнне илнĕ çынсем те пĕрех пулнă.
Валем хуçана вилсессĕн ту çине пытарнă. Çав тăва халĕ Хурату е Валемхуç теççĕ. Çак çăвари палăксем çине арап чĕлхипе чăваш сăмахĕсене çырнă. Палăкĕсене авалхи чăваш йăлипе Хĕвеле хирĕç лартнă. Çав палăксене вырăнти çынсем хисеплемесĕр вĕçĕмсĕрех çаратнă пулнă, ислам тĕнлĕ çын масарĕсене çеç упраса усранă, Ылтăн Урта тапхăрĕнчи кун-çулне çеç палăртса тăнă.
Çавăн пекех
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- П.В.Денисов, "Религиозные верования чуваш"
- В.К.Магницкий, "Материалы к объяснению старой чувашской веры"
- Н.И.Ашмарин, "Чăваш сăмахĕсен кĕнеки", X-мĕш томĕ.
- Кури Вантер, "Чăваш халахĕн историйĕ", Шупашкар, "Ялав" библиотеки, 1990.
- С.М.Шпилевский, "Авалхи хуласем..."
- Н.И.Золотницкий, "Корневой чувашско-русский словарь", Хусан, 1875.
- Н.И.Шелепи, "Пăлхар сутăçĕ Валем çинчен", поэма.
- Юхма Мишши, «Авалхи чăвашсем, Шупашкар, 1996.
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Çак статьяра çăлкуç каçисене пĕлтермен. Информаци тĕрĕссине кăтартакан çăлкуç пулмалла, унсăрăн ăна кăларса пăрахма та пултараççĕ.
Эсир çак статья валли сумлă çăлкуç тупса хушма пултаратăр. |
Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла. |