Контент патне куҫ

Вильям Фишер

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Рудольф Абель
Вильям Генрихович Фишер
Çуралнă вăхăт 1903 çул, утă, 11
Çуралнă вырăн Аслă Британи, Англи, Ньюкасл-апон-Тайн
Вилнĕ вăхăт 1971 çул, чӳк, 15
Вилнĕ вырăн Мускав, ССРП, РСФСР
Пăхăнулăх Вильям Фишер
Хĕсмет çулĕсем 19211957
19621970
Хисеп
Полковник
Полковник
полковник
Çапăçусем/вăрçăсем Иккĕмĕш Тĕнче вăрçи
Чыславсем тата парнесем
Ленин орденĕ Хĕрлĕ Ялав орденĕ Хĕрлĕ Ялав орденĕ Хĕрлĕ Ялав орденĕ
Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕ Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçин 1 степеньлĕ орденĕ Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ
Патшалăх хăрушсăрлăхĕн хисеплĕ ĕçтешĕ
Патшалăх хăрушсăрлăхĕн хисеплĕ ĕçтешĕ
[1]
Абель хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.
Фишер хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.

Рудо́льф Ива́нович А́бель (чăн ячĕ Ви́льям Ге́нрихович Фи́шер; утă, 11 1903, Ньюкасл-апон-Тайн, Аслă Британи — чӳк, 15 1971, Мускав, СССР) — совет разведчикĕ-нелегал, полковник[2]. 1948 çултанпа АПШ-ра ĕçленĕ, 1957 çулта сутăнчăк евичĕпе аресленĕ. 1962 çулхи нарăсăн 10-мĕшĕнче ăна ССРП çийĕн патшалăх чиккине пăсса вĕçнĕ американсен разведка самолёчĕн Ф. Г. Пауэрс вĕçевçĕпе[3] тата Фредерик Прайорпа (Frederic Pryor) американ студенчĕпе [4] «шпион кĕперĕ» çинче (Берлинпа Потсдама çыхăнтаракан Глиник кĕперĕ) улăштарнă.

Англири Ньюкасл-апон-Тайн хулинче, Раççейрен революци ĕç-пуçне хутшăннăшăн 1901 çулта кăларса янă вырăс марксист-политэмигрантсен çемйинче çуралнă. Абелĕн ашшĕ, Генрих Матвеевич Фишер, вырăс пĕрремĕш рабочи-демокраче шутланнă, В. И. Ленинпа тĕл пулнă. Нимĕç, акăлчан, франци чĕлхипе калаçнă полиглот.

Çамрăкранах Вильям питĕ хытă çутçанталăк ăслăхĕсемпе кăсăкланнă. 16 çулта экзамена ăнăçлă тытсан Лондон университетне вĕренме кĕрет.

1920 çулта Фишер çемйи Раççее таврăнать, совет гражданлăхне ыйтса йышăнать. Абель Коммунистсен интернационалĕн ĕçтăвкомĕнче (Коминтернра) тăлмачра тăрăшать.

Разведкăри хĕсмет

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1924 çулта Тухăçлăха тĕпчекен институтне ĕçе кĕрет, анчах та тепĕр çултан çара хĕçмете илеççĕ. Çарта радист ăсталăхне алла илет. Демобилизацинсен РККА СÇВ ĂТИ-нче ĕçлет. ОГПУ ютçĕр уйрăмне 1927 çулта ĕçе кĕрет. Европăри икĕ патшалăхра легаллă мар разведкăра тăрмăшать, темиçе резидентура радисчĕ пулса вăрттăн ĕçсене туса пырать. 1938 çулта ăна аслă лейтенант çар хисепĕпе НКВД ретĕнчен хăтараççĕ (Берия «халăх тăшманĕсемпе» ĕçлекенсене шанманнине пула). Пĕр хушă Пур Раççейри сутă-илӳ палатинче, кайран авиаци савутĕнче вăй хурать. Темиçе хутчен те разведкăна таврăнасшăн рапорт çырать.

1941 çултанпа каллех НКВД ретĕнче, нимĕç тылĕнче партизан вăрçине йĕркелекен уйрăмра тăрăшать. Çак тапхăрта вăл Рудольф И. Абельпе паллашать, пĕрле ĕçлет.

Иккĕмĕш Тĕнче вăрçи вăхăтĕнче ăна Канадăна нимĕç паспорчĕпе кĕртнĕ, каярах Эмиль Роберт Гольдфус ӳнер ячĕпе АПШна куçать, унта вăра совет агентури эрешне ертсе пырать, пытарăнчăк валли Бруклинри фотостудие тытса ĕçлет. Мускава таврăнсан ятарлă хушу ĕçĕпе Финляндие яраççĕ.

1948 чӳк уйăхĕнче ăна АПШ-ра атом объекчĕсенче ĕçлекенсенчен хыпар пуçтарма вăрттăн ĕç-хĕл йĕркелеме хушаççĕ. «Маркăн» (В.Фишерăн суя ячĕ) агент-çыхăвçисем Коэн мăшăрсем пулаççĕ.

1949 çулхи çӳ уйăхĕн вĕçнелле «Марк» ĕçе йĕркелесе хастар тăрăшать. 1949 çулхи çурлара ăна тĕплĕ хыпар пуçтарнăшăн Хĕрлĕ Ялав орденĕпе чыслаççĕ.

«Марка» кулленхи ĕçрен хăтарас шутпа, 1952 çулта пулăшăва вăрттăн разведка радистне Хейханена (суя ячĕ «Вик») янă. «Вик» тăрлавсăр тата хăйне тытма пултарайман çын пулнă, тăватă çул иртсен ăна Мускава тавăрма шутланă. Анчах та «Вик» сутăнать, американ влаçĕсене хăйĕн вăрттăн ĕçĕ пирки каласа парать, «Марка» çинчен каласа кăтартать.

1957 çулта «Марка» Нью-Йоркри «Латам» хăна çуртĕнче ФБР агенчĕсем аресленĕ. ССРП ертӳçисем çирĕплетсе каланипе, пирĕн патшалăх шпион ĕç-пуçĕпе хăтланмасть».

Мускава хăйне тытнине тата хăй сутăнчăк маррине пĕлтерес тесе Вильям Фишер аресленĕ чухне хăйĕн çĕре кĕнĕ Р. Абель ятне илет. Тĕпчевре вăл хăй разведкăра пулнине йышăнмасть, нимĕн те кăтартмасть, американ ятарлă хĕсмет ĕçтĕшĕсемпе пĕрле тăрăшма килĕшмест.

Ăна айăпласа 32 çуллăха тĕрмене хупаççĕ (1957). Приговора пĕлтернĕ хыççăн «Марк» малтан Нью-Йоркри следстви тĕрминче камерăра тăр-пĕччен ларнă, кайран ăна Атлантăри федерацин тӳрлетӳ тĕрмине куçарнă. Тĕрмере вăл математика тупсăм ĕçĕсемпе, ӳнер теорипе тăрмашланнă. Çӳретлĕ ӳнер ĕçĕсене тунă.

Ирĕке кăларни тата тăван çĕршыва таврăнни

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Советсен тулаш разведки Абеля ирĕке кăларас тесе хастар мероприятисене ирттерет. «Юрген Дривс» суя ятпа вăрттăн разведкăн пуçлăхĕ — Юрий Дроздов — Рудольф Абеля АПШ тĕрминчен хăтарса Тăван çĕр-шыва тавăрас операцире пысăк ĕç тунă (Ю. И. Дроздов Абелĕн нимĕç «кузенĕн» рольне йышăннă пулнă). Ĕç-пуçа çаплах шпионсене улăштаракан ăстаçă Вольфганг Фогель та хутшăннă.

1962 çулхи нарăсăн 10-мĕшĕнче Анăç тата Тухăç Берлин чиккинче, Глинике кĕперĕ çинче, Рудольф Абеле Фрэнсис Пауэрс американ вĕçевçипе, сбитого Свердловск районĕнче 1960 çулхи çу, 1çăвăн 1-мĕшĕнче персе антарнă, шпионаж ĕçĕшĕн совет саккунĕпе айăпласа хупнăскерĕпе, çаплах Фредерик Прайер американ студенчĕпе, улăштарнă. Сывлăха сиплесе, канса илсен Фишер разведкăн тĕп аппарачĕн ĕçне пикенет. Çамрăк вăрттăн пурăнакан разведчиксене хатĕрлеме пулăшать, пушă вăхăтрана пейзаж çырать. Фишер çаплах хăйĕн кун-çулĕнчи хăш-пĕр факчĕсемпе çыхăннă сюжетлă «Мёртвый сезон» (1968) илемлĕ фильма ӳнерленĕ çĕре хутшăннă.

Вильям Генрихович Фишер 1971 çулхи чӳкĕн 15-мĕшĕнче ӳпке ракĕ амакпа хĕнленсе вилет. Вилтăприйĕ Дон мăнастăрĕн çĕрĕнче (Мускав) ашшĕнпе юнашар.

ССРП патшалăхăн хăрушсăрлăхне çирĕплетнĕ ĕçре пысăк ӳсĕм кӳнĕшĕн В. Фишер полковника виçĕ хутчен Хĕрлĕ Ялав, Ленин, Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав, Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçин I степеньлĕ, Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕсемпе тата нумай медальпе чысланă.

Вильям Фишере асăнмалăх

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Рудольф Абеле асăнмалăх

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ http://www.a-lubyanka.ru/images/pubs/portfolio/2011/12/zn-psotr-gb-100.jpg
  2. ^ Большая Российская энциклопедия: В 30 т. / Председатель науч.-ред. совета Ю. С. Осипов. Отв. ред С. Л. Кравец. Т. 1. А — Анкетирование. — М.: Большая Российская энциклопедия, 2005. — 766 с.: ил.: карт.
  3. ^ Николай Долгополов. Абель-Фишер. ЖЗЛ, выпуск 1513,Москва, Молодая гвардия,2011 ISBN 978-5-235-03448-8
  4. ^ д/ф «Бомба для Советов» из серии «Тайны века»


Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр.
Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла.