Вишера (Чулман Атăл юппи)
Вишера | |
---|---|
Вишера? | |
Вишера тури юхăмĕ сулахай çыранĕн сăнĕ Тулым чулĕ х., Лыпья юханшывĕн вăрринчи кордонран 2 çм анаталла | |
Характеристика | |
Тăршшĕ | 415 км |
Бассейн лаптăкĕ | 31 200 км² |
Шыв системи | Чулман Атăл → Атăл → Каçпи тинĕсĕ |
Юханшывсен бассейнĕ | Чулман Атăл, Атăл |
Шыв тăкакĕ | 457 м³/ç |
Шыв юххи | |
Шыв пуçламăшĕ | Çурçĕр Урал |
• Координатсем | 61°38′57″ с. ш. 59°19′35″ в. д.HGЯOШаблон:Карттă/Бк/P |
Шыв вăрри | |
• Координатсем | 59°54′14″ с. ш. 56°26′20″ в. д.HGЯO{{#coordinates:}}: нельзя иметь более одной первичной метки на страницеШаблон:Карттă/Бк/O |
Вырнаçни | |
Патшалăх | Раççей Федерацийĕ |
Регион | Пермь Ен |
РПШР | Ошибка Lua в package.lua на строке 80: module 'Module:Wikidata/link' not found. |
— шыв пуçламăшĕ, — шыв вăрри | |
Вишера Викиампарта |
Ви́шера — Пермь Енĕнчи юханшыв, Чулман Атăлăн сулахай юппи (Чулман Атăл шыв усравĕн Вишера кӳлмекне юхса кĕрет).
Тăршшĕ — 415 çм, бассейн лаптăкĕ — 31 200 çм². Шыв тултарăвĕн вăтам çӳллĕшĕ 317 метр. Юханшывăн вăтам тайлăкĕ — 0,2 метр 1 километр çине.[1]
Пермь Енĕнче вăрăммăшĕпе пиллĕккĕмĕш, Уралти хитре юханшывсенчен пĕрри. Енĕн çурçĕр-тухăçĕнче, Коми Республикипе тата Свердловск облаçĕпе юнашар пуçланать. Ытларах Урал тăвĕн умĕпе юхать, вичкĕн ту юханшывĕ; нумай ăшăх тата юханшыв пусми.
Вишерăн сылтăм çăлкуçĕ — Кĕçĕн Вишера — Яна-Емта ту хысакĕнче, сулахаййи — Мăн Вишера — Поримонгит-Ур отрогĕсенчен, Пиçиххи Чулĕ ту хысакĕн пĕр тăрринчен, Коми Республикин, Свердловск облаçĕн тата Перĕм Енĕн чиккисенче пуçланать. Çăлкуçĕсене Вишера Чулĕ уйăрать, юпăсем Çар тăвĕн çурçĕр тăвĕ умĕнче пĕрлешеççĕ.
Пуçламăшĕнчен Улс вăррине çити Вишера — кĕрлесе юхакан ту шывĕ, тăршшĕпе чылай шарлак. Унăн анлăшĕ 70 метăра таран пулать.
Вăтам Вишера — Улсăн вăрринчен Колвăн вăррине çити — 150 метр саралакăшлĕ, чылай шарлаклă тата çыран çумĕнчи ăшăхлă юханшыв. Юханшыв айлăмĕ кунта чылаях саркаланать, анчах çыран хĕрри çав тери чуллă.
Анат Вишера (Колвăпа пĕрлешсе Чулман Атăла юхса кĕриччен) — айлăмри вырăн-вырăнĕпе 900 метра çити саркаланса юхакан шыв.
Юхăмĕн тăршшипех — чуллă сăртсем, чулсем, чылай пĕчĕк шарлак. Вишера çурхи юр шывĕпе тата çумăр шывĕпе питĕ тулса каять, типĕ чухне кăшт çеç юхать. Вишерăн сулахайри пысăкрах юпписем — Ниолс, Мойва, Велс, Улс, Язьва, Акчим; паллă сылтăмрисем — Лопья, Лыпья, Вая, Колва.
Ытларах юр ирĕлнипе тулать. Юпа уйăхĕн вĕçĕнче – чӳкĕн пуçламăшĕнче пăрланать, ака вĕçĕнче пăр хуçăлать. Шыв тăрăх çӳреме меллĕ. Пассажирсене Красновишерска çити турттараççĕ. Вишера бассейнĕнче алмаз çĕр управĕсем пур.
Шывăн тури юхăмĕнче Вишера çутçăнталăк усравне туса хунă.
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Избранные маршруты для отдыха на реке / Авторсем: А. И. Коробков, Е. Н. Мелихов, Ю. М. Кушнарёв, С. А. Торопов; Ред. Л. Г. Трипольский. — М.: Физкультура и спорт, 1972. — (Шыв çӳревçин библиотеки). — 40 000 экз.
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Вишера - Пермь облаçĕнчи юханшыв
- Вишер ен хыпарĕ(ĕçлемен каçă)
Çăлкусем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Чулман Атăл |
||
---|---|---|
Юпписем | ||
Шыв уcравĕсем | ||
ГЭС |
- Страницы с некорректными тегами координат
- Страницы с ошибками скриптов
- Геокарточка: тӳрлет: Нацилле ячĕ
- Юханшывсем, алфавитпа
- Шыв объекчĕсем, алфавитпа
- Юханшыв карточки: Параметрсене пăрахăçла
- Юханшыв карточки: Тултар: Шыв вăрри
- Юханшыв карточки: Тӳрлет: Шыв пуçламăшĕ
- Юханшыв карточки: Тӳрлет: Алпусни
- Юханшыв карточки: Тӳрлет: Юханшывсен бассейнĕ
- Википеди:Ĕçлемен каçăллă статьясем
- Пермь Енĕн юханшывĕсем
- Чулман Атăл юпписем
- Страницы, использующие расширение Kartographer