Владимиров Евстафий Владимирович
Владимиров Евстафий Владимирович, — критик, литература пĕлевçи, профессор. 1922 çулхи нарăс уйăхĕн 17 Етĕрне уесĕнчи (халĕ Муркаш районĕ) Актай ялĕнче çуралнă. 1998 çулхи чӳк уйăхĕн 16 Шупашкарта вилнĕ.
1974 çултанпа СССР ÇП шутне кĕрет. Çав çулах Чăваш АССРăн аслă шкулăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ ятне тивĕçлĕ пулнă. 1972 çулта философи ăçлăлăхĕсен тухтăрĕ ятне панă. Ӗçри пысăк çитĕнӳсемшĕн, нумай çул хушши тӳрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн Евстафий Владимирова Халăхсен туслăхĕн орденĕпе, «Ӗçри хастарлăхшăн» медальпе, «Халăха çутта каларас ĕç отличникĕ», «Ӗçри çитĕнӳсемшĕн» паллăсемпе чысланă.
Пурнăçĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Чăваш педагогика институтне вĕренсе пĕтернĕ. 1941—1946 çулсенче Хĕрлĕ Çарта хĕсметре тăнă.
1964-1982 çулсенче Евстафий Владимиров Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче ĕçленĕ, литература кафедрине ертсе пынă. 1983 çултанпа Чăваш патшалăх университетĕнче вăй хунă — вырăс тата ют çĕршыв литературисен кафедрин ертӳçи пулнă. Асчах, вĕрентуçĕ пулнă май вл хăйĕн пĕтĕм пултарулăхне тĕпчев ĕçне, республикăри шкулсем валли аслă пĕлӳллĕ кадрсем вĕрентсе хатĕрлес ĕçе халалланă. Ку çеç те мар, вăл пĕрлĕх ĕçне те хастар хутшăннă.
Пĕр тапхăр вăл Чăваш АССР çыравçăсен пĕрлешĕвĕн правлени пайташĕ пулса ĕçленĕ. Филологи ăслăхĕсен кандидат диссертацийĕсене хӳтĕлес енĕпе Мордва университечĕн ятарлă канашĕн пайташĕ, педагогика ăслăхĕсен тухтăр диссертацисене хӳтĕлес тĕлĕшпе РСФСР Наци шкулĕсен тĕпчев институчĕн ятарлă канашĕн пайташĕ пулнă.
Унăн чăваш педагогикипе чăваш литературин тĕрлĕ ыйтăвĕсене тĕпчесе çырнă пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçĕсене Чăваш Республикинче çеç мар, унăн тулашĕнче те лайăх пĕлеççĕ. Пурĕ вăл 150 ăслăх статйи, 7 монографи тата 5 брошюра пичетлесе кăларнă, шкул ачисем валли вырăс литературине вĕрентмелли кĕнекесене хатĕрлес ĕçе хастар хутшăннă.
Евстафйи Владимирович вăтам шкулсем валли веренӳ кĕнекисемпе тĕрлĕ вĕренӳ пособийĕсем хатĕрлесе кăларас тĕлĕшпе нумай ĕçленĕ, сăмахран, вăл наци шкулĕсен 8-мĕш класĕнче вырăс литературине вĕрентмелли хрестомати авторĕсенчен пĕри. Вăлах «Книга для внеклассного чтения для VII и VIII классов национальных школ РСФСР» вĕренӳ пособине çырса хатĕрлес ĕçе активлă хутшăннă. Асăннă кĕнекесене хăй вăхăтĕнче пысăка хурса хакланă, вĕсем Раççей Федерацийĕнчи наци шкулĕсенче вырăс литературине вĕрентмелли паха пособисем шутланнă.
Ӗçĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Евстафий Владимиров вырăс çыравçисен ĕçĕсене чăвашла куçарнă. Çавăн пекех вăл 10 ытла ăслăлăхлă ĕç çырнă.
Пичĕтленсе тухнă кĕнекисем:
- Некоторые вопроси методики преподавания Русской литературы в чувашской школе. Чебоксары, 1956;
- Русские писатели в Чувашии. Чебоксары, 1959;
- «Межнациональные связи чувашской литературы» (Чăваш литературин ытти халăхсенпе çыхăнăвĕ, 1970);
- В русле времени. Чебоксары, 1970;
- «Некрасов и чувашская литература» (Некрасов тата чăваш литератури, 1972);
- «Обретение традиций» (Йăла-йĕркесем пуçланни, 1982);
- Зодчий братства литератур. Чебоксары, 1985;
- Голоса участия и дружбы. Чебоксары 1992.
- ыттисем.
Чăвашла куçарнисем:
- Л. Толстойĕн «Детские рассказы» (Ачасем валли калавсем);
- В. Короленкăн «Без языка» (Чĕлхесĕр).
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Академия наук Чувашской Республики //Под ред. Л.П.Куракова. Чебоксары: АН ЧР, 1994/. С.11-12;
- Васильев А. Писатель, ученый, педагог //Советская Чувашия. 17 февраля 1982;
- Степанов В. Обретение зрелости //Советская Чувашия. 3 июня 1982;
- Ученые Чувашского университета (Сост. Г.Ф.Трофимов, Л.А.Мишина). Чебоксары. Изд-во ЧГУ, 1982. С. 38-39.