Вуаль пĕркеннĕ хĕрарăм (Рослин ӳкерчĕкĕ)
| |
Александр Рослин | |
Вуаль пĕркеннĕ хĕрарăм, 1768 | |
шв. Damen med slöjan | |
Пусма, çу. | |
Швеци наци музейĕ, {{{вырнаçтарнă}}} |
«Вуаль пĕркеннĕ хĕрарăм» (шв. Damen med slöjan) — Александр Рослин (Alexander Roslin, 1718—1793) швед ӳкерçин 1768 çулта хайланă ӳкерчĕкĕ . Халĕ вăл Швеци наци музейĕнче Стокгольмра упранать. Пысăкăшĕ — 65×54 см[1][2].
Ăнлантарни
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Ӳкерчĕк çинче Мария-Сюзанна Жиру (Marie-Suzanne Giroust, 1734—1772) франс ӳкерçине кăтартнă, качча кайсан Рослин — Александр Рослинăн арăмĕ. Тумтирĕ çав вăхăтри Болонья хĕрарăмĕсен моди йăлипе. Сăн-питне кăштах пурçăн вуаль хуплать, сылтăм аллинче вăл веер тытнă. Вăл шурă эрешлĕ шупка пурçăн капăр платье тăхăннă[3].
Кун-çулĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Ӳкерчĕке Парис салонĕнче кăтартнă хыççăн, Дени Дидро çыравçă ăна «питĕ пикантла» тесе палăртнă (фр. très piquante)[1][4].
Ӳкерчĕке Швеци наци музейне 1945 çулта парнеленĕ.
1972 çулта Швецире çак ӳкерчĕклĕ почтă марки тухнă[5].
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ 1 тата 2 The Lady with the Veil (the Artist's Wife), by Alexander Roslin (акăлч.) (HTML). Nationalmuseum, Stockholm. Тĕрĕсленĕ 18 Ҫурла уйӑхӗн 2014.
- ^ Highlights: Famous and Forgotten Art Treasures from Nationalmuseum (акăлч.) (PDF). Nationalmuseum, Stockholm — www.nationalmuseum.se. Тĕрĕсленĕ 18 Ҫурла уйӑхӗн 2014.
- ^ The Lady with the Veil, by Alexander Roslin (акăлч.) (HTML). Nationalmuseum, Stockholm — www.nationalmuseum.se. Тĕрĕсленĕ 18 Ҫурла уйӑхӗн 2014.
- ^ Maarten Levendig Alexander Roslin: The Lady with the Veil (1768); Nationalmuseum, Stockholm (акăлч.) (HTML). rijksmuseumamsterdam.blogspot.com (2013 çулхи çĕртмен 23-мĕшĕ). Тĕрĕсленĕ 18 Ҫурла уйӑхӗн 2014.
- ^ Bruce L. Johnson 150 Years of Swedish Stamps (акăлч.) (PDF). Philateli-Graphics, 2005, v.27, No.3 — www.graphics-stamps.org. Тĕрĕсленĕ 11 Авӑн уйӑхӗн 2014.
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- The Lady with the Veil (the Artist's Wife), 1768, Alexander Roslin, Google Cultural Institute, www.google.com/culturalinstitute
- Рослин Александр (1718—1793) — Дама под вуалью (Жена художника). 1768 (HTML). Коллекция: мировая художественная культура. Российский общеобразовательный портал — artclassic.edu.ru. Тĕрĕсленĕ 11 Авӑн уйӑхӗн 2014.