Вуколов-Эрлик Филипп Николаевич
Вуколов-Эрлик Филипп Николаевич, — прозаик, драматург, фольклорист, ӑван Ҫӗршывӑн Асла варҫин участникӗ. 1902 çулхи чӳк уйăхĕн 18 Пушкăрт Республикин Пишпӳлек районĕн Мелепоси ялĕнче çуралнă. 1979 çулхи утă уйăхĕн 28 Пушкăрт Руспубликин Туймаза районĕнчи Серафимовски посёлокĕнче вилнĕ.
1970 çултанпа СССР писателӗсен членӗ.
Пурнăçĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Пушпӳлĕкре вăтам пĕлӳ илнĕ хыççăн Мускаври А. В. Луначарский ячĕпе хисепленекен театр искусствин институтне вĕренсе пӗтернĕ. Чăваш АССР халăх çутĕçĕн коммисариачĕн ӳнер пайĕн инспекторĕ пулса ĕçленĕ. Ӗпхури музыкӑпа театр техникумӗнче вӗрентнӗ. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн Пушкӑрт драма театрӗ ҫумӗнчи театр студинче вӗрентнӗ, республикӑри халӑх пултарулӑх ҫурчӗн методисчӗ пулса ӗҫленӗ, радиокомитетра чӑвашла передачӑсем хатӗрленӗ.
Пишпӳлĕкре халăх театрне уçса унта К. В. Ивановăн «Нарспи» поэми тăрăх хăй çырнă юрăлла «Нарспи» драмине лартнă. К. Ивановӑн «Нарспи» поэмине пушкӑртла куҫарнӑ, П. Жаткинӑн «Устюг» драмине чӑвашла.
Пичетленсе тухнă кĕнекисем:
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Кононова, Л. Д. Пирӗн асӑмри Вуколов / Л. Д. Кононова, А. Г. Семенова, Г. А. Макарова ; Н. Родионова итленӗ // Урал сасси. – 2012. – 20 раштав (№ 51). – С. 2 : сӑн ӳкерчӗк.
Михайлов, Ю. «Ай, ҫӗршывӑм, нихҫан ватӑлас марччӗ Ӑмӑртасчӗ санпа ӗмӗр- тен...» / Ю. Михайлов // Урал сасси. – 2013. – 12 кӑрлач (№ 2). – С. 1 : сӑн ӳкерчӗк.
Числова, Н. Тепӗр «халӑх пурнӑҫӗн тӗкӗрӗ» уҫӑлчӗ / Н. Числова // Урал сасси. – 2012. – 13 раштав (№ 50). – С. 2 : сӑн ӳкерчӗк.
Афанасьев, П. Вуколов-Эрлик Филипп Николаевич // Афанасьев, П. Писатели Чувашии / П. Афанасьев. – Чебоксары, 2006. – С. 88.
Зайцева, Е. Памяти известного земляка / Е. Зайцева // Совет. Чувашия. – 2013. – 15 января (№ 4). – С. 2.