Вырăскасси культура çурчĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Перейти к навигации Перейти к поиску

Вырăскасси культура çурчĕ, — Чăваш Енĕн Елчĕк районĕнчи Вырăскасси ялĕнче вырнаçнă культура çурчĕ. Культура çурчĕ Çуткӳль тата Вырăскасси ялĕсен çыннисем канма çӳреççĕ.

Çуртне 1988 çулта хута кĕртнĕ. Икĕ хутлă, курмалли залта пурĕ 250 вырăн. Иккĕмĕш хутра ял вулавăшĕ вырнаçнă. Культура çурчĕн магнитофон, телевизор, купăс, сцена тумĕсем пур.

Культура çурчĕ çумĕнче Шанăç ятлă фольклор ушкăнĕ ĕçлет. Вал кашни çул район тата Республика шайĕнчи культура мероприятисене хутшăнать.

Пурĕ 183 мероприяти иртереççĕ, вĕсенчен ачасем валли — 38.

Истори[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1927-1929 çулсенче Вырăскассинче вулавăш çурчĕ ĕçленĕ. 1928 çулта пĕрремĕш хут сассăр кино кăтартнă. Сасăллă кино пĕрремеш хут 1937-1939 çулсенче ял çыннисене кăтартнă.

1931 çулта Г. Иванов пӳртĕнче клуб тата шкул уçнă. 1973 çулчен Çуткӳль колхоз клубĕ ятлă пулнă, 1973 çулхи çурла уйăхĕн 15-мĕшĕнче ял клубĕ ятне панă. 1988 çулта культура çурчĕн ятне панă.

Заведующийĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Культура çурчĕн ĕçĕсене тĕрлĕ вăхăтра ертсе пынă:

  • А.А. Кириллова;
  • Г.Н. Доброхотова;
  • тата ыттисем.

1993 çулта культура çуртне Э.В. Краснов ертсе пырать. 2003 çултанпа культорганизатор вырăнĕнче А.П.Краснова тăрăшать.