Вырăскасси

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Перейти к навигации Перейти к поиску
Вырăскасси
Ялав Герб
Ялавĕ Гербĕ
Патшалăх Раççей
Федераци субъекчĕ Чăваш Ен
Муниципаллă район Елчĕк районĕ
Ял тăрăхĕ Курнавăш
Координатсем 55°10′31″ с. ш. 47°45′04″ в. д. / 55.175397° с. ш. 47.751237° в. д. / 55.175397; 47.751237 (G) (O) (Я)Координатсем: 55°10′31″ с. ш. 47°45′04″ в. д. / 55.175397° с. ш. 47.751237° в. д. / 55.175397; 47.751237 (G) (O) (Я)
Наци йышĕ чăвашсемв
Вăхăт тăрăхĕ UTC+4
Телефон кочĕ +7 83549
Почтă индексĕ 429388
Автомобиль кочĕ 21, 121
ОКАТО кочĕ 97 255 830 007
ВырăскассиРаççей çинче
Red pog.png
ВырăскассиЧăваш Ен çинче
Red pog.png

Вырăскасси (выр. Полевые Буртасы) — Чăваш Енĕн Елчĕк районĕнчи ял.


Ял Çутă кӳлĕн çурçĕр-хĕвеланăç енче вырнаçнă. Елчĕкрен 19 çухрăмра ларать.

Халăх йышĕ, ял тытăмĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

2010-мĕш çулхи çыравпа ялта 198 çын, çав шутра 89 арçын, 109 хĕрарăм пурăннă[2].

2004 çул пуçламăшĕ тĕлне ялта 124 кил пулнă, 318 çын пурăннă. Ялта культура çурчĕ, ял вулавăшĕ, фельдшер пункчĕ, лавкка пур. Юнашар «Заря» предприятийĕн автотрактор паркĕ, фермăсем вырнаçнă.

Яла 2003 çулта газ кĕртнĕ.

Истори[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1921 çулхи чӳк уйăхĕн 19-мĕшчен Тетюш уесĕн Курнавăш вулăсне, каярах вара 1927-мĕш çулченПатăръел уесĕн Курнавăш вулăсне кĕнĕ.

1927 çулхи юпа уйăхĕн 1 Кĕçĕн Елчĕк районне кĕнĕ. 1935 çулхи çу уйăхĕн 19 хыççăн Елчĕк районне, 1962 çулхи раштав уйăхĕн 20 хыççăн Патăръел районне, 1965 çулхи пуш уйăхĕн 14 хыççăн хальхи вăхăт таран Елчĕк районне кĕрет.

Яла никĕслекенсем халĕ Чăваш Енĕн Вăрмар районне кĕрекен Партас тата Уйкас ялĕсен çыннисем пулнă. 1710 çулта кунта 4 хуçалăх пулнă. 1719 çулта — 5. Пĕрремеш куçса килнĕ çынсен Емер, Аюк, тата Калмык ятлă пулнă. Кашт каярахпа кунта тепĕр чăваш, тата Муравьев вырăс хăйсен кил-йышĕсемпе куçса килнĕ. 200 çул каялла кунта Брюханов, Любимов, тата Цапырин вырăссем вырнаçнă. Вĕсене Çĕпĕре ăсатнă пулнă. Вĕсене куçса килнĕ вырăссем тесе калама пуçланă. Кун хыççăн яла Вырăскасси теме пуçланă.

Тăван Çĕршыв Аслă вăрçине пурĕ 164 çын кайнă, 61-шĕ унта хăйсен пуçне хунă.

Паллă çыннисем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Çавăн пекех пăхăр[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]