Контент патне куҫ

Вырăслатни (политика)

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Вырăслатни (руссификаци) — официаллă влаçсем епле те пулин территорире пурăна халăха вырăслатассине пурнăçа кĕртекен мероприятисен комплексĕ, çаплах çакнашкал хăй процесĕ те — чĕлхе енчен те, культурăпа тĕн енчен те.

Пăхăнакан территорисенче чĕлхе тата историографи енчен вырăслатас политика XIX ӗмӗрте анлăн сарӑлнӑ пулнă тата каярахпа та малалла тӑсӑлнӑ. Тӗрлӗ регионсенче вырăслатасси тӗрлӗрен иртнĕ те, халĕ те иртет, тарăнăшĕпе те, тăсăлнипе те унăн результачĕ те тĕрлĕрен пулать. Польшăна, Финляндие вырăслатни ăнӑҫусӑр пулни те паллă.

Вырăслатас меслечĕсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Беларуçри районсемпе хуласенче вырăсла калаçса пурăнакан халăхăн пайĕ (2009 çулта çырни)
Казахстан 1897—1970 çулсенчи наци йышĕ. Чи пысăкрах этноссем.
Крымри пурăнан халăхĕн этнос йышĕ улшăнни.
  • Вырăс чĕлхипе администрациленĕ, хут ĕçпуçне тунă тата пĕлӳ илнĕ сферăсенче сарни, çав вăхăтрах урăх чĕлхесене усă курма чарни, е вĕсене вырăс графикине куçарни (тĕслĕхрен, валуев циркулярĕ, эмск хутайĕ, литва латиниципе ускурма чарни, кириллизаци) тата ытти мелсемпе сахалрахăш нацисен чĕлхисене аталанма тата ускурма пăрахтарнă[1][2].
  • Вырăс православине сарни[3]: ют халăхсене тĕне кĕртни, православи автокефалисене пăрахăçлани[4], çак вара халăхсен пурнăçне вырăс календарĕпе, вырăс уявĕсемпе йăлисене тытса пыма хăнăхтарни. Православи рольне тата православи йăлипе пурăннине вырăслатас ĕç-пуçра кирлине Лев Тихомиров палăртнă[5] Тĕслĕхсем: 1839 çулхи Полоц соборĕ — Раççей империнче униатлăха пăрахăçлани, 1946 çулхи Львов соборĕ — Анăç Украинăри униатлăха пăрахăçлани.

Литература

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]