Контент патне куҫ

Гагаузи

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Гагаузи ялавĕ
Гагаузи Молдави карти çинче

Гагаузи, Гагауз çĕрĕ (гаг. Gagauz Yeri) — Молдавин кăнтăрĕнчи автономлă çĕр. Ку автономине референдум ирттернĕ хыççăн çурри ытла гагаузсенчен тăракан ял тăрăхĕсенчен никĕсленĕ. Референдумпа вăл ялсенчи халăх автономине кĕме килĕшнĕ. Тĕпхули Комрат.

Халăх йышĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

2004 çулхи çырав тăрăх Гагаузире 155 700 çын пурăннă, вĕсенчен 58 300 — хуласенче, 97 500 ялсенче пурăнать.

2006 çулта Молдавире хăш нацисем тата мĕн йышлă пурăнине кăтартса паракан таблицине пăхăр 2007 ҫулхи Чӳк уйӑхӗн 24-мӗшӗнче архивланӑ. Румынла

Официаллă чĕлхесем молдавипе гагауз чĕлхисем. Унсăр пуçне тăтăшах румын чĕлхипе тата вырăсла калаçаççĕ.

Гагаузире 55 шкул, педагогика коледжĕ, Комрат патшалăх университечĕ пур. Турци Тĕрĕк культура центрне (Türk İşbirliği Ve Kalkınma İdaresi Başkanlığı) тата Тĕрĕк вулавăшне туса хунине тӳленĕ.

Гагаузин 451 çухрăм çул пур, унтан 82 % асфальтланă. Турци Гагаузи çул-йĕрне йĕркелемешкĕн Молдавине 35 миллион доллар кивçĕн панă.

Гагаузи автономине Молдави конституцийĕпе гарантланă, ăна 1994 çулхи Гагауз Автономийĕ саккунĕпе йĕркеленĕ. Молдави Румынипе пĕрлешес тейĕç пулсан, Гагаузи хăй шут тытне тăвас ирĕк пама сăмах панă Молдави. Гагауз халăхĕн пухăвĕн (Adunarea Populară; гагаузла: Halk Topluşu) гагаузсем пирки саккун тăвас мандат пур. Ăна вĕрентӳ, культура, вырăнти аталану, бюджет, налук, социллă хăрушсăрлăх, территори администрацийĕ енчен ыйтăвĕсем йышăнаççĕ. Тата Халăх пухăвĕн икĕ ятарлă вăй пур: Молдавин шалтипе тулти политикине тăвассине хутшăнма пултарни тата енчен килĕшӳсĕр пулсан, вăл Молдави Конституци Судне тӳррĕн пыма пултарать.

Чи çӳлли Гагаузи кĕппĕрнаттăрĕ (молд: Guvernatorul Găgăuziei; гагаузла: Bashkan). Ăна тăватă çуллăха суйлаççĕ. Кĕппĕнаттăрĕ майĕпе пур уççăнлăх кĕлеткесем ĕçлеççĕ. Вăл Молдави республики правительстви чĕленĕ. Гагаузи кĕппĕрнатарĕ пулас тесен гагаузла лайăх пĕлмелле, молдави гражданинĕ тата 35 çул е ытларах пулмалла.